Конкурсра палăрнă
Шкул çулне çитмен ачасене паха пĕлỹ парассине лайăхлатас, ăста ертỹçĕсемпе педагогика коллективĕсене пулăшас тата хавхалантарас тĕллевпе республикăри вĕрентỹ министерствин хушăвĕпе кăçалхи октябрĕн 4-29-мĕшĕсенче "Чи лайăх ача сачĕ-2021" конкурс иртрĕ.
Конкурса республикăри шкул çулне çитмен 32 вĕрентỹ организацийĕ хутшăннă. Çак йышра Патăрьелĕнчи "Сказка" ача сачĕ те пулчĕ. Кунти педагогика коллективĕ "Шкул çулне çитмен ачасене аталантарас тата вĕсен пултарулăхне ỹстерес енĕпе ĕçлекен чи лайăх ача сачĕ" номинацире виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
Педагогика коллективĕ пысăк ĕç тăвать. Проекта пурнăçа кĕртекен видеоролик ỹкернĕ.
Коллектива Алена Горшкова ертсе пырать. Ача сачĕ çулленех район тата республика шайĕнчи ытти конкурссенче те малти вырăнсене йышăнать.
А. ИВАНОВА
Авангард