Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хĕл Мучие кĕтсе илме хатĕр-и?

 ВĂХĂТ çĕмрен пек хăвăрт шăвать. 2021 çулхи ноябрь уйăхĕ те хыçа юлчĕ темелле. Ыран хĕл уйăхĕн пĕрремĕш кунĕ пуçланать. Çĕнĕ çул уявĕ çитесси те инçе мар. Эсир вара ырă ĕçсем тума пулăшакан асамлă патакпа çула тухнă шур сухаллă Хĕл Мучие кĕтсе илме хатĕр-и? Манса ан кайăр: хаклă хăнана хапăл тунă чухне кил-тĕрешре те, урамра та тирпей, илем тумалла. Çавна май районта организаци-предприяти, уйрăм хуçалăхсем, çемьесем хушшинче хаваслă уява кĕтсе çурт умĕсене, урамсене йăлтăр-ялтăр çутăпа, эрешсемпе, юмахри сăнарсен кĕлеткисемпе илемлетнине хак паракан конкурс пынине тепĕр хут аса илтересшĕн. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче йăлана кĕнĕ çак конкурса çулсеренех вĕрентỹ, социаллă служба учрежденийĕсем, предпринимательсем, ытти организаци-предприятисем хастар хутшăннине палăртса хăвармалла.

Авангард



30 ноября 2021
09:41
Поделиться