Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хавхаланупа таврăнчĕç

Мускав облаçĕнчи Путиловка ялĕнчи 20-мĕш вăтам шкулта ноябрĕн 19-20-мĕшĕсенче Раççейри ялти учительсен пиллĕкмĕш съезчĕ иртрĕ. Унăн тĕллевĕ педагогсен актуаллă ыйтăвĕсене мала хурасси, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасси, "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн вĕрентĕве цифрлă улшăнусене анлăн кĕртесси, вĕрентекенсен статусне, çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçри пĕлтерĕшне ỹстересси, çĕнĕ мелсене шыракансене хавхалантарасси пулчĕ.

 Съезд Раççейĕн 50 ытла регионĕнчи ял учителĕсене пĕрлештерчĕ. Унта професси олимпиадисен, конкурсĕсен çĕнтерỹçисем, лауреачĕсем пулчĕç. Делегаци йышне Чăваш Енрен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕпе Наталья Андреевăпа кунти пуçламăш классен учительници Наталья Антонова та кĕчĕç.

Раççей Федерацийĕн çутĕç министрĕ С.Кравцов съезда уçнă май педагогсене тăрăшуллă ĕçшĕн тав турĕ. Мускав облаçĕн губернаторĕ А.Воробьев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, ытти сумлă хăнасем педагогсен ĕçĕ пархатарлă пулнине палăртрĕç.

Путиловка шкулне 1200 ача çỹрет. Вăл çĕнĕ. Ыттисемшĕн унта паллашмалли самаях пулчĕ. Вĕренỹ учрежденине пулăшса пыракан организацисем те йышлă.

Малтанхи кун делегатсем çак ыйтусене тишкерчĕç: "Ял шкулĕсенчи вĕри апатлану", "Класс ертỹçи - вĕрентỹ пулăмĕсен тинĕсĕн навигаторĕ" тата ыттисем те. Хăш-пĕр шкулсенче паянхи куна та вĕренекенсен производство бригадисем сыхланса юлнă. Çĕр, кирлĕ техника пуртан аслă классенче вĕренекенсем вĕсенче ĕçлĕ практика ирттереççĕ. Çитĕнтернĕ çимĕçе вара ачасен апатланăвне яма пулать. Çавна май 11 класс таранчченех вĕри апатпа тỹлевсĕр тивĕçтерме пултарни кама-ха савăнтармĕ.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.Путинăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Ял учителĕ" программа пурнăçа кĕрсе пырать. Кунпа туллин усă куракансем пур. Çавна май вĕсенче кадр ыйтăвĕ çивĕч тăмасть. Тата педагогика коллективĕсене çамрăксем явăçса пыраççĕ.

Иккĕмĕш кунĕнче мастер-классем пулчĕç. Унта дистанциллĕ пĕлỹ парассине, педагогика коллективĕсем ушкăнпа ĕçлессине, професси конкурсĕсене явăçассине, вĕрентỹ проекчĕсене хутшăнассине пăхса тухрĕç.

- Паллах, çĕнĕ шухăшсем чылай çуралчĕç съездра. Вĕсене кулленхи пурнăçра ĕçе кĕртсе пыма тăрăшăпăр. Музейсенче, истори палăкĕ патĕнче пулни те кăмăла кайрĕ. Иртнисĕр малашлăх çук. Çакнашкал пысăк форума хутшăнма пултарни те чыс. Нумай тема çĕкленчĕ. Педагогсем чăнах та çитĕнекен ăрăва паянхи кун-çул уттипе уттарса çĕршыв малашлăхĕшĕн тивĕçлĕ гражданинсем пулса ỹсме пулăшни куç умĕнче пулчĕ,- терĕ съезд делегачĕ Наталья Андреева.

А. АСТРАХАНЦЕВА

 Авангард



30 ноября 2021
09:46
Хроника мероприятий
Поделиться