Аннесем çинче тытăнса тăрать тĕнче

Анне кунĕ уяв умĕн районти культурăпа кану центрĕнче кашнийĕшĕн чи çывăх çыннине халалласа "Аннене юратнăран..." мероприяти иртрĕ. Унта районти, ял тăрăхĕсенчи Хĕрарăмсен канашĕн членĕсем, тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсем, общество пурнăçне хастар хутшăнакансем явăçрĕç.

Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, централизациленĕ клуб системин директорĕ Наталья Алексеева, Хĕрарăмсен канашĕн районти уйрăмĕн председателĕ Алена Горшкова, Ашшĕсен канашĕн председателĕ Николай Андреев саламларĕç.

"Уяв сирĕн обществăри пĕлтерĕшĕре палăртать. Эсир - районăн хастар çыннисем. Анне тивĕçне пурнăçланипе пĕрлех ĕçе, обществăпа политика пурнăçне явăçатăр. Çемьери йăла-йĕркене çирĕплетес ĕçе туса пынипе пĕрлех тивĕçлĕ граждансем, çĕршыв патриочĕсем çитĕнтерессине те тỹпе хыватăр", - терĕ Рудольф Селиванов.

Тивĕçлĕрен тивĕçлисене тĕрлĕ шайри Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысларĕç.

Уяв фойере культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем, тутарсен "Ак-калфак" обществăлла организацийĕн, ял тăрăхĕсенчи Хĕрарăмсен канашĕн членĕсем мастер-классем кăтартнипе пуçланчĕ.

Сцена çинчен вара анне юратăвне мала хурса, унăн ылтăн аллисене хак парса, ăшă кăмăлĕшĕн тав туса савăк юрăсем шăранчĕç.

 Çакна палăртмалла: чылай çемье районта çитĕнекен ăрушăн тĕслĕхлĕ. Ачисене тивĕçлĕ воспитани панăшăн, çемьери хутшăнăва çирĕплетсе пынăшăн районти 50 мăшăра сумлă наградăпа - икккĕшне "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" орденпа, тата çакăн чухлех орден медалĕпе, саккă- рĕшне "Юратупа шанăçлăх" орденпа, 39-шне общество медалĕпе - чысланă.

Паянхи кун район территорийĕнче нумай ачаллă 719 çемье пурăнать. Вĕсенче 2323 хĕрпе каччă çитĕнет. 43 çемье 56 ача усрава илнĕ. 33 ача 19 çемьере хỹтлĕх тупнă.

А. АСТРАХАНЦЕВА

 

Авангард



30 ноября 2021
09:44
Хроника мероприятий
Поделиться