Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Амăшĕсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ

Анне кунĕ умĕн Чăваш Енри Ача прависене хỹтĕлекен уполномченнăй Алевтина Федорова республикăри Хĕрарăмсен канашĕпе пĕрле ноябрĕн 22-26-мĕшĕсенче амăшĕсене пăшăрхантаракан ыйтусемпе йышăнчĕ.

Ноябрĕн 25-мĕшĕнче çак тĕллевпе Патăрьел районĕнче те тĕл пулу йĕркелерĕ. Унта хутшăннă амăшĕсем ачасене вакцинаци тăвас, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул умĕнчи çул çинчи хăрушлăха сирес тĕллевпе светофор вырнаçтарас, аслă çар вĕренỹ учрежденине вĕренме кĕмелли тата ытти ыйтăва та хускатрĕç, çийĕнчех кирлĕ хуравсем илчĕç.

Ĕçлĕ çул çỹрев вăхăтĕнче реепубликăри Ача прависене хỹтĕлекен уполномоченнăй район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе-финанс пайĕн начальникĕпе Светлана Черновăпа тĕл пулчĕ, ачасен правине тата вĕсен саккунлă интересĕсене хỹтĕлес тĕллевпе районта пурнăçламалли çивĕч ыйтусене хускатрĕ.

Çак кунхинех вăл профилактика субъекчĕн представителĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулăва хутшăнчĕ. Унта та çул çитмен ачасем преступлени тăвасран ведомство учрежденийĕсемпе профилактика субъекчĕсем пĕрлехи вăйпа пурнăçламалли ыйтусене çивĕчлетрĕ. Мероприрятие çавăн пекех Чăваш Республикинчи Ача прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйĕн общество пулăшуçи Светлана Ибетова, районти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Алена Горшкова, районти вĕрентỹ организацийĕсен ертỹçисем хутшăнчĕç.

 (Хамăр корр.).

Авангард



30 ноября 2021
09:39
2021 год
Поделиться