Ачасем тимлĕхре пулĕç
Ноябрĕн 25-мĕшĕнче районти халăха социаллă пулăшу паракан центрта "Тимлĕ алăсем" проектпа килĕшỹллĕн "Сехетлĕх няня" пỹлĕмĕ уçăлчĕ. Мероприятие Анне кунне палăртакан уявпа çыхăнтарнă.
Социаллă проект йывăр лару-тăрура тата йăла условийĕсем тивĕçтермен пурнăç уловийĕсенче пурăнакан çемьесенчи 3-7 çулсенчи ачасем патне вăхăтлăх тимлĕх уйăрма май парĕ тата вĕсен канăвне интереслĕ ирттерме пулăшĕ.
Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, республикăри Ача прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова тата унăн районти обществăлла пулăшуçи Светлана Ибетова, районти халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕ Анисия Воробьева, Хĕрарăмсен канашĕн районти уйрăмĕн председателĕ Алена Горшкова тата ыттисем те хутшăнчĕç.
"Ачасене кĕске вăхăтлăха тимлĕх-ре хăварни ашшĕ-амăшне кирек хăш ыйтăва татса пама та май парать. Аслисем больницăна, ытти учрежденисене ирĕккĕнех кайса килме пултараççĕ",- терĕ Светлана Чернова çĕнĕ проект пĕлтерĕшне палăртса.
Шкул çулне çитменнисене тỹлевсĕр пăхасси центрăн çемье тата ачасене пулăшу паракан пайăн сертификациллĕ специалисчĕсем çине хурăнать. Тивĕçтерỹ илес тесен ашшĕ-амăшĕн маларах шăнкăравласа е ыйтупа специалистсем патне тухса çырăнмалла. Çак пулăшупа ĕç кунĕсенче 8-16 сехетсенче усă курма пулать.
А. ИВАНОВА
Авангард