Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сипленекенсемшĕн хăтлă, меллĕ, усăллă...

Хальхи вăхăтра Патăрьелĕнчи тĕп больницăн кăнтăрлахи стационарăн физиотерапи уйрăмне аслă ăрури çынсем "Çăлкуç" санатори-профилактори тесех пĕлеççĕ темелле. Халăхра та çаплах калаççĕ. 1987 çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи техника юсакан предприяти çумĕнче районти агропромышленность комплексĕн ĕçченĕсен сывлăхне сиплес тĕллевпе уçнă "Родник" профилактори хăйĕн тытăмне пĕрре мар улăштарчĕ пулин те медицина учрежденийĕ паянхи кун та тулли хăватпа ĕçлени савăнтарать. 1996 çултанпа вăл Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн системин тытăмĕнче. Малтан учреждени Патăрьелĕнчи тĕп больницăн реабилитаци центрĕ шутланнă, паянхи кун Патăрьелĕнчи поликлиникăн структура подразделенийĕ.

Кăнтăрлахи стационарта сывлăха тĕреклетекенсем унччен те сахалăн пулман. Коронавирус пандемийĕ пуçланнă хыççăн кунта çỹрекенсем тата ытларах йышланнă. Акă мĕн пĕлтерчĕ хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки кунти врач-невролог Алсу Минихайдяровна Ахмедеева:

- Паян Патăрьелĕнчи тĕп больницăн структура подразделенийĕ шутланакан медицина учрежденийĕнче ĕçлеме те, сипленме те хуларинчен кая мар услови. Пациентсене участокри терапевт е врач-невролог панă направленисемпе йышăнатпăр. Пирĕн патра шăмă, чĕрепе юн тымарĕн чирĕсенчен, пуç ыратнинчен е пуç çаврăннинчен, сывлăш тухманнинчен сиплетпĕр. Хальхи вăхăтра коронавирус чирĕ хыççăн организма тĕреклетме те çỹреççĕ. Кашнине уйрăм сиплев паратпăр. Вĕсем тĕрлĕрен процедура илме пултараççĕ: электросиплев, физиосиплев, ăшă сиплевĕ, озон терапийĕ, массаж, системăпа уколсем. Кăçалтан çĕнĕрен вăя кĕнĕ озон терапийĕ уйрăмах коронавируспа чирленисемшĕн усăллă пулнине те палăртса хăварас килет.

Коллективра тăрăшакан медицина сестрисем пурте опытлă, пациентсене яланах тарават йышăнаççĕ. Акă Г. Емекова процедура сестри çак ĕçре 35 çул тăрăшать. Р. Намакаева аслă медицина сестри, Д. Налиба физиотерапи сестри, Т. Ляллина массажистка та вуншар çул хăйсен ĕçĕнче тăрăшса хисеп çĕнсе илнĕ. Туслă коллективра ĕçлеме те, сипленме те кăмăллă.

А. ЕГОРОВА

 

Авангард



26 ноября 2021
14:21
Хроника
Поделиться