Шăнкăртамри культура çурчĕ чи лайăххисен шутне кĕнĕ

ÇАК кунсенче Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕ- сенчи чи лайăх культура учрежденийĕсене тата асăннă сферăри чи кăтартуллă работниксене палăртакан конкурса пĕтĕмлетнĕ. Тупăшăва хутшăнма муниципаллă культура учрежденийĕсенчен - 46, вĕсенче тăрăшакан работниксенчен 41 заявка пулнă. Пĕрремĕш ушкăнпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Шăнкăртамри культура çурчĕ "Ялти чи лайăх культура çурчĕ" (заведующийĕ Миндания Якушева) номинаципе çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ.

Коронавирус пандемине пула культура вучахĕсем тулли хăватпа ĕçлеймеççĕ пулин те кунти культура ĕçченĕсем районта иртекен тĕрлĕрен конкурса, ытти мероприятие те хастар хутшăнаççĕ, тутар халăхĕн йăли-йĕркине тытса пырас, вырăнти халăха культурăллă канма кирлĕ услови туса парас ĕçре пысăк пуçарулăх кăтартаççĕ.

Авангард



23 ноября 2021
10:36
Хроника мероприятий
Поделиться