Сумлă парнесемпе таврăнчĕç

Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн спортсменĕсем тĕрлĕ шайри ăмăртăва тухса çỹреççĕ. Кашнийĕнчен тенĕ пекех çитĕнỹпе таврăнса савăнтараççĕ. Ку хутĕнче те акă Тутарстан Республикин Альметьевск хулинче акватлонпа ăмăртса мала тухассишĕн йĕркеленĕ тупăшусене явăçрĕç. Унта Мускав, Пенза хулисенчи, Пушкăрт тата Чăваш Республикисенчи, Раççейĕн ытти кĕтесĕсенчи спортсменсем хутшăнчĕç.

Ăмăртура Ева Рубцова, Алсу Кучатова пĕрремĕш, Азалия Салихова, Оля Краснова, Артем Путяков виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çавăн пекех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен Тимофей Иванов, Даниил Иванов, Василиса Иванова, Самира Салихова, Андрей Сулагаев, Софья Яковлева, Екатерина Гаврилова, Дина Хафизова, Первомайскинчи вăтам шкулти Кирилл Пашкин, Ыхра Çырминчи Ильнур Мухаметзянов лайăх кăтартусемпе палăрчĕç.

Ушкăнсенче 35-40-шер спортсмен тупăшрĕ. Пирĕн спортсменсем кашнийĕнчех малти пилĕк вырăна йышăнаканнисен йышĕнче пулчĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен Артем Путяков триатлонпа спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçларĕ.

Пĕрлех çакăнта триатлонпа Раççейри "Ачасен лиги" ăмăртăвĕсем иртрĕç. Финалти тапхăрта Ева Рубцова пĕрремĕш, Оля Краснова иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илсе федераци кубокĕсене тивĕçрĕç. Вĕсене дипломсемпе, медальсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç. Ăмăртусене Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи ăста спортсменсем явăçрĕç.

Ачасене ăмăртусене С.Рубцовăпа В.Платонов тренер-преподавательсем хатĕрленĕ.

А. ИВАНОВА

 

Авангард



19 ноября 2021
10:20
Хроника мероприятий
Поделиться