Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патшалăх тăрăшать - пирĕн усă курмалла

Ноябрĕн 16-мĕшĕнче Турханти вăтам шкулта "Точка роста" центр уçăлчĕ.

Мероприятие район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕн çумĕ Николай Анисимов, социаллă аталану тата туризм ыйтăвĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Наталия Никитина, шкул директорĕ Валерий Осипов, Раççей тата Беларуç патшалăхĕсен Обществин палатин членĕ, Кокелĕн культура проекчĕсен ертỹçи, культурологи докторĕ, истори наукисен кандидачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ Владимир Васильев, поэт-юрăç, журналист, СССР Писателĕсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, М.Трубина ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ, шкул выпускникĕ Василий Кервен (Кошкин), Турханти врач амбулаторийĕн тухтăрĕ Анатолий Кольцов, вĕренекенсемпе педагогсем хутшăнчĕç.

Вĕрентекенсемпе çитĕнекен ăру центрти çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç. Ку чухнехи оборудованисем физика, хими, биологи предмечĕсене компьютер технологийĕпе усă курса тĕплĕн алла илме пулăшаççĕ. Цифрлă лаборатори те пур. Центр алăкĕсем уроксем хыççăн та уçă. Унта педагогсемпе вĕренекенсем, пĕрлех ашшĕ-амăшĕ те творчество ĕçĕнче хăйсен ăсталăхне аталантарма пултараççĕ.

Çакнашкал центрсем "Вĕрентỹ" наци проекчĕн "Ку чухнехи шкул" федераци программипе килĕшỹллĕн пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Маларах вĕсем информатика, ОБЖ, технологи предмечĕсене тарăннăн вĕренме пулăшнă пулсан, кăçалтан физика, хими, биологи предмечĕсене тĕплĕн алла илме те май параççĕ.

Район территорийĕнче халĕ çакнашкал 9 центр ĕçлет.

А. ИВАНОВА

Авангард



19 ноября 2021
10:00
Хроника мероприятий
Поделиться