Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Эпĕ дружинник пулăттăм..."

Районта 7 дружинникран тăракан "Патăрьел районĕн халăх дружини" пĕрлешỹ ĕçлет. Вĕсем йĕрке хуралне тивĕçтерекенсем пекех ĕçлеме, чрезвычайлă лару-тăрура обществăлла йĕркене сыхлама та хутшăнма пултараççĕ. Дружинник пулас текенсен "Патăрьел районĕнчи халăх дружини" пĕрлешĕве кĕмелле.

Халăх дружинин ĕç планне, обществăлла йĕркене сыхлассипе йĕркелекен мероприятисен вырăнне, вăхăтне тата миçе çын хутшăнассине район администрацийĕпе шалти ĕçсен министерствин "Батыревский" уйрăмĕ килĕшсе татса параççĕ. Халăх дружинине хăйсен ирĕкĕпе йышăнаççĕ. Анчах вĕсен тата пĕрремĕш пулăшу пама, кирлĕ пулсан хирĕç тăма та пĕлмелле, çавна май ятарлă хатĕрлев урлă тухмалла.

Дружинникĕн тĕп тивĕçĕ - обществăлла йĕркене сыхлакан сферăри саккунсене пĕлесси тата çав вăхăтрах çынсен тата обществăлла пĕрлешỹсен правипе саккун интересĕсене пăхăнса йĕркене пăсассине чарассипе тивĕçлĕ йышăнусем тăвасси. Вĕсен хăйсен е урăх çыннăн пурнăçĕ хăрушлăхра чухне вăйпа хỹтĕленме, инкеке сирме юрать.

Обществăлла йĕркене сыхланă чухне дружинниксен ятарлă тум е мĕнле те пулин уйрăм паллă, дружинник удостоверенийĕ çумра пулмалла.

Халăх дружинникĕ е полицин штатра тăман сотрудникĕ саккуна хирĕçле ĕçе тума чарăнма хушсан должноçри сăпатсен те, ахаль çынсен те итлемелле. Каланине пурнăçламасан 500 тенкĕрен пуçласа 2500 тенкĕ таран штраф кĕтет. Йĕркене хураллакансене хăйсене те организацин е çынсен интересĕсене хỹтĕлекен саккуна пăссан пуçран шăлмаççĕ: 1000 тенкĕрен пуçласа 3000 тенкĕ таран кăларса хума тивет.

 Районти халăх дружинникĕсем кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 31-мĕшĕччен шалти ĕçсен министерствин "Батыревский" уйрăмĕн тата çул-йĕр инспекторĕсемпе пĕрле обществăлла йĕркене сыхлама 21 хутчен тухнă, административлă йĕркене пăснăшăн пĕр протокол çырнă.

(Хамăр корр.)

Авангард



19 ноября 2021
10:17
Поделиться