Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çу шăрăх пулчĕ, Патăрьелсем пĕрех пысăк çитĕнÿ тунă

Мухтав сана, çĕр ĕçченĕ!... Çак сăмахсене тивĕçрĕç чỹк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Патăрьел районĕн Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕ ячĕпе ирттернĕ савăнăçлă мероприятие хутшăннисем.

Уява çавăн пекех Патăрьел районĕн пуçлăхĕ -районăн тĕп больницин тĕп тухтăрĕ Николай Тинюков, райадминистраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Волкова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев, «Россельхозцентрăн» Чăваш Енри ертỹçи Сергей Павлов, Чăваш Енри хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсемпе техникăна пăхса тăрас енĕпе ĕçлекен патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Дмитриев, «Россельхозбанкăн» регионти директорĕ Ирина Письменская, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ – тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина тата ыттисем хутшăнчĕ.

Рудольф Селиванов ял хуçалăх отраслĕ район экономикин тĕп шăнăрĕ пулнине, ял-сала аталанăвĕ ял ĕçченĕсенчен нумай килнине палăртрĕ. «Ыранхи кунăн тăнăçлăхĕ, çĕршывăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ тырă çитĕнтерекенсен, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен, механизаторсен, ытти профессипе çыхăннă специалистсен кăтартăвĕсенчен килет», - терĕ. Вăл çавăн пекех патшалăх пулăшăвĕ ял хуçалăхне кал-кал аталантарма май панине палăртрĕ.

Ял хуçалăхĕн кăçалхи ĕç-хĕлне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Виктор Львов пĕтĕмлетрĕ. Ял ĕçченĕсем чылай енĕпе пысăк çитĕнỹ тунă. Анчах утă-çурла уйăхĕсенче питĕ шăрăх çанталăк тăнине пула çакă ял хуçалăх культурисене туса илес тĕлĕшпе чăрмавсем кăларса тăратнă. Виктор Львов шăпах çак самантсене аса илтерсе производствăра çĕнĕ мелсемпе усă курмаллине /сăмахран, шăвармалли техникăпа тухăçлăрах усă курмаллине/ палăртрĕ. 2021 çулта районта 39 пин тонна тырă пуçтарса кĕртнĕ, тухăç кашни гектартан вăтамран 21 центнер тухнă. 8240 тонна /гектартан 132 центнер/ çĕр улми, уçă вырăнта 1100 тонна пахча çимĕç /гектартан 150 центнер/ çитĕнтернĕ. Район севок сухан лартса ỹстерес тĕлĕшпе лайăх ĕçлет, кăçал çак культурăна 5,5 пин тонна туса илнĕ /гектартан 107 центнер/. Сахăр кăшманĕ, хĕвел çаврăнăш та самай çитĕнтернĕ. «Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче», - тенĕ пирĕн ватăсем. Çакна шута илсе выльăх апачĕ хатĕрлес тĕлĕшпе те япăх мар ĕçленĕ Патăрьелсем, 11455 тонна утă, 23800 тонна сенаж, 29014 тонна силос, 5600 тонна улăм янтăланă.

Районта кăçал инвестиципе çыхăннă 15 проекта /пĕтĕмĕшле хакĕ 200 миллион тенкĕ ытла/ пурнăçа кĕртнĕ, çавна май 50 ытла çын ĕç вырăнĕллĕ пулнă. Тата 25 проекта вĕçлесе пыраççĕ. Район патшалăхран 255 миллион тенкĕ пулăшу илнĕ, çав шутра республика бюджетĕнчен - 149 миллион, федераци бюджетĕнчен - 105 миллион тенкĕ.

Уявра малта пыракансене те чысларĕçĕ «Исток» агрофирмăн тракторисчĕ Владимир Романов, сăмахран, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ. ЧР Пуçлăхĕн Тав хутне «Труд» хуçалăхăн водительне Владимир Семетова тата унти Александр Васильева пачĕ. Ытти наградăна илекен те чылай пулчĕ.

Ку çитĕнỹсем пирки çырнине, сăн ỹкерчĕксене, паллах, интернетри сайтсенче те,социаллă сетьсенче те вырнаçтараççĕ, анчах историе официаллă массăллă информаци хатĕрĕсем çыраççĕ. Çав шутра - «Хыпар» Издательство çурчĕ кăларса тăракан хаçатсемпе журналсем. Шăпах вĕсенче мĕн пичетленине килес ăрусем тишкерĕç, тĕпчев ĕçĕсем çырĕç. Ял ĕçченĕсене уявпа саламланă май ку шухăша хăйĕн сăмахĕнче Татьяна Вашуркина палăртрĕ,чăваш халăх хаçачĕпе «Хыпарпа» малашне те туслă пулма сĕнчĕ.

Надежда СМИРНОВА

Хыпар



16 ноября 2021
09:32
2021 год
Поделиться