Тавах сире, тухтăрсем!

 Иккĕмĕш çула тăсăлакан коронавирус пандемийĕ тухтăрсем умĕнче чылай йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Вĕсем çынсене усал чиртен сыватассишĕн, чылайăшĕн пурнăçне вилĕм аллинчен çăлассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. "Хĕрлĕ зонăри" врачсене, ытти медперсоналсене çăмăл мар тапхăрта кăшт та пулин хавхалантарас тĕллевпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Олег Мешковпа Валерий Антонов "Единая Россия" партин районти уйрăмĕн сотрудникĕсемпе пĕрле пылак çимĕç илсе кайса панă.

 - Вируса хирĕç кĕрешекен пур медучрежденинчи медперсонал та тав сăмахне тивĕçлĕ, - тенĕ депутатсем парнесем панă май.

Тухтăрсен ĕçне кашнийĕ çăмăллатма пултарать, çакна валли коронавирусран хỹтĕленсе тивĕçлĕ йышăнусем тумалл

О. ПАВЛОВА

Авангард



16 ноября 2021
09:45
Публикации
Поделиться