Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сывă пурнăç йĕркишĕн

Çул çитмен çамрăксем хушшинче право йĕркине пăсассине асăрхаттарас енĕпе профилактика ĕçне анлăлатас, çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тĕллевпе районта октябрĕн 11-30-мĕшĕсенче "Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" акципе килĕшỹллĕн "Çĕнĕ ăру суйласа илет..." агитбригадăсен конкурсĕ иртрĕ.

Тупăшура сывă пурнăç йĕркине анлăн сарассине, спорта аталантарассине, çемье çирĕплĕхне палăртассине, тĕнчери туслăха çирĕплетессине, хăв тĕллĕн аталанма пултарнине мала хунине кăтартмаллаччĕ.

Пĕтĕмлетỹре Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти "Позитив" агитбригада çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Иккĕмĕш вырăнта Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлỹ паракан шкулта вĕренекенсем. Виççĕмĕшне Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти "Надежда", Тутар Сăкăтĕнчи "Улыбка", Туçари вăтам шкулти "Новое поколение" агитбригада членĕсем йышăнчĕç.

Авангарод



16 ноября 2021
10:07
Хроника мероприятий
Поделиться