Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул столовăйĕ - конкурс призерĕ

ÇАК кунсенче республикăра "Чи лайăх шкул столовойĕ" конкурса пĕтĕмлетнĕ. Вăл икĕ тапхăрпа иртнĕ. Чăн малтанах конкурса хутшăнакансем хула тата ял столовăйĕсем пирки портфолио хатĕрлесе комиссие тăратнă. Иккĕмĕш тапхăрĕ творчество пултарулăхĕпе çыхăннă. Шкулсем вĕренекенсен апатлану вырăнĕ пирки видеороликсем, буклетсем, эссесем, презентацисем ăсталанă. Юлашки тура 21 шкул столовăйĕ хутшăннă. Комисси вĕсен ĕçне пур енлĕн çирĕп хакланă, тăратнă материалсем технологи карттипе килĕшсе тăнине, вун икĕ кунхи апатлану менюне мĕнле хатĕрленине тата ыттине те шута илнĕ. Конкурсăн икĕ тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕпе пирĕн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти столовăй "Ял шкулĕнчи чи лайăх столовăй" номинацире иккĕмĕш вырăн йышăннă.

 

Авангард



16 ноября 2021
09:59
Хроника мероприятий
Поделиться