Çĕнĕ çул умĕн кăмăла çĕклер
Районти халăха культурăллă массăллă мероприятисене явăçтарас, ырри патне çул хывас, вĕсен художество пултарулăхне, ăсталăхне аталантарас, çав вăхăтрах обществăлла вырăнсене Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсем умĕн тĕрлĕрен çутăпа ăсталаса капăрлатас тĕллевпе 2021 çулхи декабрĕн 1-20-мĕшĕсенче районта пурăнакансем, организаци-предприяти, мĕн пур харпăрлăх формипе ĕçлекен учреждени хушшинче "Çутăсен асамлăхĕ" конкурс ирттерме палăртнă.
Комисси председателĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова. Унăн йышĕнчех район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе сотрудникĕсем, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков.
Конкурса хутшăнакансен тĕрлĕ çутăпа ăсталаса тунă ĕçсене декабрĕн 1-15-мĕшĕсенче хатĕрлемелле, вĕсем пирки ăнлантару текстне çырмалла, çуртсене, урамсене тата ытти вырăна капăрлатнине ĕнентерекен сăн ỹкерчĕксем тăратмалла.
Комисси творчество ушкăнĕсен пултарулăхне "Уяв ячĕпе хатĕрленĕ чи лайăх территори" (кантăксене, çурт фасадне, унăн территорине капăрлатнисем, тĕрлĕрен пысăк калăпăшлă кĕлеткесемпе усă курни, çутăпа хатĕрленĕ уяв рекламисем кĕреççĕ) тата "Чи лайăх арт-объект" (урамра 1,5 çỹллĕшĕнчен пуçласа вырнаçтарнă капăрлатнă кỹлепесем) номинацисемпе хаклаççĕ.
Заявкăсене çыру мелĕпе 2021 çулхи декабрĕн15-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: Ленин проспекчĕ, 5 çурт, 23 пỹлĕм; тел: 6-14-33; e-mail,admm1-batyr@cap.ru. Конкурса 2022 çулхи январĕн 14-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Çĕнтерỹçĕсене Тав çырăвĕпе тата укçан хавхалантараççĕ.
(Хамăр корр.)
Авангард