Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ГТО нормине тултарасси - ачасен тĕп тĕллевĕ

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Алексей Краснов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх кунти тренерсемпе преподавательсем ГТО нормисене йышăнас тĕллевпе шкулсене çỹреççĕ. Ку таранччен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш, Шăнкăртамри, Нăрваш Шăхалĕнчи, Турханти, Аслă Чементи, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулсенчи 9-11 класра вĕренекенсем комисси умĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Çакна та палăртма кăмăллă. Кăçалхи выпускниксенчен ГТОн ылтăн паллине илекенсем йышлă пулмалла. Çакă вĕсене аслă шкула вĕренме кĕнĕ чухне те çулĕсене уçĕ.

Авангард



16 ноября 2021
10:03
Хроника мероприятий
Поделиться