Дендропарк çут çанталăк тусĕсене хапăл тăвать
ТУРХАНКАССИ вăрман хуçалăхĕн участокĕнчи дендропарка Чăваш Республикинче ят панă "Садсемпе парксен çулталăкĕнче", 2005 çултах уçнăччĕ. Унтанпа çак лапамра çитĕнекен 40 ытла тĕрлĕ йывăç чылай ỹссе тĕрекленчĕ. Кунта тăтăшах экскурсие килекен çут çанталăк тусĕсем сăрт-ту таврашĕнче ỹсекен, Веймутов хырĕсене, Казаксен катăркасне, Корейăри, Çĕпĕрти кедрсене, хĕрлĕ юмана, Маньчжур мăйăрне, Венгри çĕмĕртне, йывăç евĕр çитĕнекен гортенизие тата ыттине те кăмăлтан пăхса киленеççĕ. Тымар янă йывăçсене ытларах Йошкар-Олари ботаника садĕнчен кỹрсе килнĕ. Турханти дедропарка çулсеренех çынсем йышлăн экскурсие çỹреççĕ. Вăл шутра шкул ачисем те, районти организаци-предприяти ĕçченĕсем те, Юхпапа Пăла тăрăхне килекен хăнасем, туристсем те пур. Кăçал та ку таранччен паркра 200е яхăн çын экскурсире пулнă.
Авангард