Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шăнкăртамра - иккĕмĕш врач амбулаторийĕ

6 пине яхăн çын пурăнакан Шăнкăртам ялĕнче часах иккĕмĕш врач амбулаторийĕ уçăлмалла.

Çурта ялăн çĕнĕ микрорайонĕнче сывлăх сыхлавĕн пуçламăш звенин модернизаци программипе килĕшỹллĕн хута яраççĕ. Унта 2 пине яхăн çын медицина пулăшăвĕ илĕ. Строительство ĕçĕсем пынă вăхăтра пациентсем районти тĕп больницăра тата Шăнкăртамри Ленин урамĕнчи пĕрремĕш врач амбулаторийĕнче сиплев илнĕ. Вырăнтине те сывлăх сыхлавĕн пуçламăш звенин модернизаци программипе килĕшỹллĕн çĕнетме палăртаççĕ.

Врач патне çитичченхи фельдшерпа акушер пунктĕнче пулăшу панипе танлаштарсан амбулаторинче тухтăр хушăвĕсене пурнăçлама пикенеççĕ. Микрополиклиника евĕрех. Кунта пĕтĕмĕшле практика врачĕ тата педиатр пулать. Графикпа килĕшỹллĕн гинеколог килсе çỹрĕ. Процедура кабинетĕнче вара юна анализа илеççĕ. Вакцинаци кабинечĕ уçăлать. Электрокардиограмма тăвĕç. Кăнтăрлахи стационарта сипленĕç.

Район больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков пĕлтернĕ тăрăх строительство ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Хальхи вăхăтра пỹлĕмсене шал енчен тирпейлеççĕ. Медицина оборудованийĕсемпе сĕтел-пукан кĕтеççĕ. Амбулатори йĕри-таврашне тирпейленĕ.

 Врач амбулаторине декабрь уйăхĕнче хута яма палăртаççĕ. Кăçал 5 ФАП ĕçе кĕртмелле. 2025 çул вĕçне вара сывлăх сыхлавĕн пуçламăш звенин модернизаци программипе килĕшỹллĕн районта тата 7 врач амбулаторине çĕнетмелле.

А. ИВАНОВА

Авангард