Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ çăкăр сĕтел çинче, тайма пуç сана, Çĕр-анне!

Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленость ĕçченĕсен кунĕ кăçал та çĕнĕ объектсем хута кайнипе палăрса юлчĕ. Çакă ял çынни тăрăшулăхне, алă усса ларма юратманнине, малашлăха ĕмĕт-тĕллевпе шанчăклăн пăхнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ.

Уçăлаççĕ çĕнĕ объектсем, ĕç вырăнĕсем

Анат Чакăри Елисеевсем 2017 çулта фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Ун чухне вĕсен 5 ĕне пулнă. 2018 çулта фермер ĕçне пуçăнакансене паракан гранта тивĕçнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе хăйсен çуртĕнчен инçех мар лаптăкра пысăках мар вите тунă, выльăх йышне ỹстернĕ.

Ферма ял хушшинче пулнă тата ĕнесемпе пăрусен шучĕ ỹснĕ май Наталья Елисеева фермер мăшăрĕпе тĕплĕн шухăшланă хыççăн çĕнĕ хуралтă тума тĕллев лартнă. 2020 çулта самăртмалли 100 ĕне-выльăх вырнаçакан вите тума пикеннĕ. Объектăн хакĕ 12,5 млн тенкĕпе танлашнă. Ăна тума та патшалăх фермер хуçалăхне аталантарма паракан грант пулăшăвне тивĕçнĕ.

Ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕ умĕн, ноябрĕн 10-мĕшĕнче, паянхи пурнăç условийĕсене тивĕçтерекен, транспортер вырнаçтарнă витене хута ячĕç. Савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Наталия Ермошкина, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Николай Романов, çывăхри ялсенчи фермерсем хутшăнчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Елисеевсене йывăрлăхсене пăхмасăр, хăрамасăр яваплă та пысăк ĕç пурнăçланăшăн тав турĕ, ыттисене те вĕсенчен тĕслĕх илме сунчĕ. Патшалăх ял хуçалăх предприятийĕсене, фермер хуçалăхĕсене патшалăх пулăшнине, çакăнпа туллин усă курмаллине палăртса хăварчĕ.

Çĕнĕ объекта хĕрлĕ хăю кассах уçрĕç. Çак тивĕçе Елисеевсен кĕçĕн ывăлĕ Елисей пурнăçларĕ. Сăмах май, çемьере тăватă ача: икĕ хĕр те икĕ ывăл.

- Фермăна хута ярасса Елисей чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Вăл кĕçĕнни пулсан та кашни ĕçе хутшăнма, пире пулăшма тăрăшать, - терĕ Сергей Николаевич фермăпа паллаштарса çỹренĕ чух. - Пĕччен нимĕн те тăваймастăн. Витене хута яма тăвансем, юлташсем нумай пулăшрĕç. Ытти фермерсемпе те тачă çыхăну тытатпăр. Тĕслĕхрен, пур техникăна та туянма май çук, ун пек чухне пĕр-пĕрне яланах алă тăсса паратпăр.

Елисеевсем район, республика ертỹçисем фермер хуçалăхĕсене аталанма майсем туса панăшăн ăшшăн тав турĕç, çитес вăхăтра витене ĕне-выльăхпа тултарассине каларĕç.

Ноябрĕн 11-мĕшĕнче, кĕçнерникун, Шăнкăртамри Рамиля Муллина фермер хуçалăхĕнче те талăкра 15 ĕне-выльăха пусса тирпейлекен пункта савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Цеха хуçалăх хăй шутĕнчен тунă. Вăл ĕçлесе кайсан тата тепĕр 5 çынна валли ĕçлемелли вырăн пулать.

Çурхи куна кĕркунне пĕтĕмлетет

Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен професси уявне кăçал та çỹллĕ шайра тата коронавирусран сыхланмалли йĕркесене тĕпе хурса йĕркелеме тăрăшнă. Агропромышленость ĕçченĕсен кулленхи пурнăçне сăнлакан ятарлă баннер та, видеоролик та хатĕрленĕ. Шăпах вĕсем урлă Патăрьелсем çĕр ĕçне, выльăх-чĕрлĕхе юратнине туйса илме пулать.

Сумлă мероприятие район пуçлăхĕ Николай Тинюков, ра-йон администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Волкова, Чăваш Республикин патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕн начальникĕ - ЧР патшалăх тĕп инженер-инспекторĕ Владимир Димитриев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, "Россельхозцентр" федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн ертỹçи Сергей Павлов, Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев, Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ, Туçари çветтуй Троица ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Николай Марков протоиерей, Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ, ЧР Общество палатин тата районти Общество канашĕн членĕ Мансур хазрат Хайбуллов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, ĕçлекенсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Тухса калаçакансем ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене ĕçе чунтан парăннăшăн, йывăр вăхăтра та пуç усманшăн, ывăннине, кану кунне пăхмасăр çуркунне вăхăтра акса хăварассишĕн, кĕркунне тухăçа пухса кĕртессишĕн тăрăшнăшăн, АПК ветеранĕсене çамрăксене çул кăтартса пынăшăн тав турĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов ял хуçалăх отраслĕн кăтартăвĕсемпе, тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.

 Çут çанталăкăн начар çанталăкĕ çук, теççĕ халăхра. Каларăша хирĕçлейместĕн-ха, анчах кăçалхи çу агропромышленноçра тăрăшакансене аванах тĕрĕслерĕ. Хĕвел хĕртсе пăхни, çумăр çуманни акнă-лартнă культурăсене пысăк витĕм кỹчĕ. Чăшăл çеç шăтса тухнă тыр-пул калчисем те, ыттисем те ярăнса çеç ỹсеймерĕç. Пĕтĕмĕшле 37 пин тонна ытла тырă çапса тĕшĕленĕ, çакă 2020 çулхин 58 проценчĕпе танлашать. Пĕр гектартан тухăç вăтамран 21,5 центнер (2020 çулта - 35,5 центнер) тухнă. Çĕр улми 10 пин тонна пухса кĕртнĕ, унăн калăпăшĕ те пĕлтĕрхин 70 проценчĕ чухлĕ çеç.

 Районта усă курман çĕрсен лаптăкĕ чакса пынине те палăртма кăмăллă. 2016 çултанпа 4675 гектара ĕçе кĕртнĕ тата 446 гектар пушă тăраканни тăрса юлнă.

Ял хуçалăхĕнче çĕнĕ технологисемпе усă курас, аталану çулĕпе утас тесен хăватлă, энергие перекетлекен техника кирлĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тунă йышăнупа туяннă çĕнĕ техникăн хакĕн 40 процентне тавăрса пани парка чылай улшăну кĕртрĕ. Çулталăкра 220 ытла единица ял хуçалăх техникипе оборудовани, вăл шутран 79 трактор, тыр-пул выракан - 7, выльăх апачĕ хатĕрлекен икĕ комбайн хутшăнчĕç. Çакă тăпра пулăхлăхне лайăхлатма, çурхи тата кĕрхи ĕçсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама май парать.

Район аш-какай, сĕт туса илессипе те республикăра малтисен ретĕнче. Çулталăк пуçланнăранпа 6 пин тонна какай хатĕрленĕ, çакă пĕлтĕрхинчен 100 тонна ытларах. Сĕт 39 пин тонна ытла сунă, ку та 13 процент пысăкрах. Çакăнта патшалăх уйрăм хушма хуçалăхсене ĕне усранăшăн панă субсидин витĕмĕ те пур.

 Инвестици проекчĕсем те район экономикине çирĕплетме пулăшаççĕ. Кăçал тырă тасатса типĕтекен комплекс, виçĕ тырă управĕ хута кайнă. Çывăх вăхăтра тата 8 проекта - тырă валли тăватă управ, пахча çимĕçĕн виçĕ хранилищи, утă валли пĕр управ - пурнăçа кĕртмелле.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче 8 инвестици проектне ĕçе кĕртнĕ тата 11-не реализацилемелле.

Ял хуçалăхĕнче туса илнĕ продукцие йỹнĕ хакпа сутас мар тесен вĕсене вырăнта тирпейлесе лавкка сентрисем çине кăлармалла. Çакна тĕпе хурса 6 кооперативпа тăватă фермер хуçалăхĕ ĕçлеççĕ. Вĕсем аш-какайран 70 ытла продукци тата çурмафабрикат, сĕтрен 10 ытла тĕрлĕ продукци тата 9 тĕрлĕ сыр хатĕрлеççĕ.

Çулталăк вĕçĕнче Хирти Пикшикре сĕте тирпейлекен объект хута каймалла.

Район умĕнче тата тепĕр пысăк тĕллев тăрать: 2023 çулта "Батыревский" агропромышленность паркне туса пĕтересси. Шăпах вăл ял хуçалăх продукцине тирпейлесе сутма, районăн тупăшне ỹстерме май парать.

 Уявра ĕçре палăрнисене Раççей, республика, район шайĕнчи наградăсемпе чысларĕç. Районти культурăпа кану центрĕнче вăй хуракансем савăк юрăсемпе савăнтарчĕç.

О. ПАВЛОВА

Авангард



12 ноября 2021
09:39
2021 год
Поделиться