Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Воспитани - пĕрлехи ĕç

 Çемье - обществăн пахаран та паха пайĕ. Ăна пула ăру малалла тăсăлать. Çемьере ывăл-хĕр çуралать. Вĕсене воспитани парса ỹстересси вара ашшĕ-амăшĕ çине хурăнать.

Атте сăмах кирек хăçан та янăравлă илтĕнет. Вăл кил-йыш пуçĕ шутланать. Анчах юлашки вăхăтра хăш-пĕр çемьере çак роль амăшĕ çинче тăрать. Ашшĕсем ют облаçсене пысăкрах укçа-тенкĕ ĕçлесе илме кайнипе те çыхăннă тăр çакă. Çавна май вĕсем ачисене воспитани парас ĕçе туллин пурнăçлаймаççĕ. Район полицийĕнче ĕçленĕрен çакна хам куçпа курнине çирĕплететĕп.

Малтанласа Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Ашшĕсен канашĕн председателĕ пулма çирĕплетрĕç. Чун-чĕре хушнипе туса пымалли ĕç. Çитĕнекен ăрупа ирттерекен мероприятисене май пур таран хутшăнма тăрăшмаллах пулчĕ. Ачасем спорт залсене кăмăллаççĕ. Унта вĕсем вăхăта усăллă ирттереççĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхаççĕ. Телевизор, компьютер умĕнче тĕрлĕ вăйă выляса ларасси çук. Пĕрле пулма тăрăшрăм. Кирек камăн ачи те ют пулмалла мар аслисемшĕн.

Районти тĕп библиотекăра ашшĕсен канашлăвне ирттерме пуçларăмăр. Çамрăк çемьесене районти мероприятисене явăçтарма пикентĕмĕр. Пандеми вăхăтĕнче вулавăш ĕçченĕсем онлайн мелĕпе мероприятисем йĕркелени те вырăнлă пулчĕ.

Районти Хĕрарăмсен канашĕпе (председателĕ А.Горшкова) пĕрле йĕркеленĕ мероприятисем те ачасемпе ашшĕне çывăхлатма пулăшаççĕ. Патăрьелĕнчи "Сказка" ача садĕнче ирттернĕ ыйтăм çитĕнекен ăру воспитани ĕçĕнче ашшĕн витĕмĕ тивĕçлĕ пулнине палăртрĕ.

Арçын ачашăн ашшĕ тата та тĕслĕхлĕрех пулмалла. Ĕç хыççăн диван çине канма выртиччен пĕрле уçăлма тухни, пушă вăхăта ывăл- хĕрпе ирттерни кирек хăш ачана та килĕшет. Çитĕнекен ăрăвăн юлташĕсене те пĕрле явăçтарсан лайăх. Кун пек чухне çул çитменнисем преступлени çулĕ çине те тăмаççĕ.

Çурта çĕклеме никĕсрен пуçлаççĕ. Ачасене воспитани парассине те çамрăкранах пуçăнмалла. Ашшĕсен канашĕн ĕçĕ хавхаланупа пурнăçласа пымалли тивĕç. Вырăнсенче те унăн председателĕсене суйласа лартнă. Эппин, малашне пĕр-пĕринпе канашласа ĕçлессине мала хурар.

Н. АНДРЕЕВ, районти Ашшĕсен канашĕн председателĕ

Авангард



09 ноября 2021
11:22
2021 год
Поделиться