Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кĕркунне çĕр çыннин ĕçне пĕтĕмлетет

Кăçал районта "Малалла" тата "Первомайск" хуçалăхсен никĕсĕнче "Куснар" çĕр ĕç фирми йĕркеленчĕ. Каярах Пăлапуç Пашьел, Сител ялĕнче пурăнакансем те хăйсен çĕр пайĕсене пачĕç. Паян хуçалăхăн 1900 гектар çĕр. Унпа тухăçлă усă курма тăрăшаççĕ. Çуркунне пĕрчĕллĕ культурăсене 970 гектар акса хăварнă, унтан 710 гектарне сăра тума "калькуль" урпа сортне никĕсе хывнă. Арендăна панă çĕрсемпе татăлма тесе 260 гектарта ятарласа тулă çитĕнтернĕ. Халăха усă курнă çĕршĕн икĕ центнершер тырă панă.

- Тăпра пулăхлăхне лайăхлатассишĕн кăçал сахал мар ĕç турăмăр. Сухаланман хирсем пурччĕ, вĕсене пурне те хуратнă. Çуркунне юр кайса пĕтиччен пĕр гектар çĕр пуçне пĕр центнер хутăш удобрени тиврĕ, пурĕ 1000 гектар сапрăмăр. Культурăсене никĕсе хывнă чухне те пĕр гектар пуçне 180 килограмм удобрени хыврăмăр. Çум курăкран, хурт-кăпшанкăран та вăхăтра хỹтĕленме тăрăшнă. Сăмах май, вăрлăха йăлтах имçамланă. Çурхи нỹрпе акнă культурăсем пурте чăшăл çеç шăтса тухрĕç, вĕсем çине пăхса куç савăнса тăратчĕ. Çумăр çуманни, çанталăк шăрăх тăни тыр-пула та, ыттисене те ỹсме май памарĕ. Пучахри тĕшĕсем те тулаймасăрах хытрĕç. Тухăç вăтамран пĕр гектартан 20 центнер çеç тухрĕ. Ĕмĕтсем, паллах, урăхларахчĕ... - тет агрономра чылай çул ĕçлекен Николай Лукин çĕр ĕç фирминче туса ирттернĕ ĕçсем пирки каласа панă май.

Кунта кăçал техникăн пурлăх базине те чылай çĕнетнĕ. Акара вĕр çĕнĕ икĕ дискатор хирте ĕçленĕ. Вырмара та заводран илсе килнĕ икĕ "Полесье" комбайн тыр-пула пухса кĕртнĕ. Вăрлăха тасатса тирпейлеме виçĕ сортировка тата имçамлакан машина, çавăн пекех тырра сăхтарса илсе пушатакан агрегат, сеялка тата ытти те туяннă.

 Типĕ çанталăка пула чылай ял хуçалăх предприятийĕ кĕрхисене акса хăварма тăхтаса тăчĕ. "Куснар" çĕр ĕç фирминче туллăн "Московская-56" сортне 350 гектар никĕсе хыврĕç.

- Кĕрхисене хура пусă пулнă хирте пĕр гектара 150 центнер хутăш удобрени хывса акрăмăр. Сентябрĕн 5-мĕшĕнче ĕçе вĕçлерĕмĕр, çавăн хыççăнах çумăр та çурĕ. Лайăх шăтса тухрĕç, хĕл аван каçасса шанса тăратпăр. Пур хире те кăçал сухаласа хăварнă, çитес çур акине кĕске вăхăтра ирттерме условисем çителĕклĕ, - терĕ Николай Лукин.

Çур аки е вырма ĕçĕсен пахалăхĕ хуçалăхри тĕп специалистсемпе пĕрлех (вĕсем кунта пурте пур. - Авт.) вăй хуракансенчен те нумай килет. Г. Шуряков, А. Шурбин, Н. Выросов, А. Степанов, В. Улжусев, Г. Филиппов, И. Терентьев механизаторсем, Н. Филиппов, С. Сидоров комбайнерсем, А. Хураськин, Ю. Николаев водительсем чылай çул тата яваплăха туйса тăрăшнине палăртма кăмăллă. Йĕркене пăсмасăр, хушнине тивĕçлĕ шайра пурнăçлакансене шалусăр пуçне тырă та парса хавхалантараççĕ.

Николай Петровичпа калаçса ларнă вăхăтра çĕр ĕç фирмин ертỹçин тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Александр Ахмеев килсе çитрĕ. Александр Николаевич Пăлаçи Атăкра çĕнетекен фермăра строительство ĕçĕсем еплерех пынине пăхма кайнă пулнă.

- Хальхи вăхăтра пирĕн хуçалăхра выльăх çук. Вĕсене усрама палăртатпăр, çавăнпа кивĕ витене реконструкцилеме пуçăннă. Ферма территорине те хăтлăх кĕртетпĕр. Çанталăк лайăх тăнипе усă курса хăвăртрах туса пĕтересшĕн. Декабрьте 120 пуç ĕне илсе килмелле. Вĕсене валли сенаж, силос, утă-улăм, фураж çителĕклĕ хатĕрленĕ, - тесе пĕлтерчĕ А. Ахмеев.

Хуçалăхри çĕнĕлĕхсем куç умĕнчех. Тырра упрама тунă çĕнĕ ангар аякранах курăнать. Ун çумĕнчи управăн тăррине улăштарса ĕлкĕреймен, анчах шалтан тирпейленĕ. Тырă типĕ- текенни те тума палăртаççĕ, ăна валли кирлĕ материалсене илсе килме пикеннĕ. Çĕр ĕç фирми аталану çулĕпе пырать тесе çирĕплетсех калама пулать.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Авангард



09 ноября 2021
11:20
2021 год
Поделиться