Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юбилей хисеплĕ паллă, кĕреке пуян юр-варлă...

 КĔР мăнтăрĕпе çемье уявĕсене паллă тума тата ансатрах темелле. Хуçалăхри ĕçсене вĕçленĕ хыççăн кăмăлĕ те пысăк, сĕтел çинчи юр-варĕ те пуян... Акă, ноябрьте Пăлапуç Пашьелĕнчи Ольга Кузьмичева, Упамсари Мария Мулгачева, Хирти Пикшикри Гельсем Мусина, Шăнкăртамри Наубегер Мясогутова, Сăкăтри Михаил Туктин, Çĕнĕ Чĕпкасри Майсрур Хасибзянова - 90, Шăнкăртамри Сербизиган Сафиянова 95 çулхи юбилейĕсене паллă тума хатĕрленеççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ырă йăлана малалла тăсса хисеплĕ ĕç ветеранĕсене Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн, район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн Тав çырăвĕсене парса саламлĕç.

Авангард



03 ноября 2021
08:44
2021 год
Поделиться