Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăхăтлăх чарусем усал чире парăнтарассипе çыхăннă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2021 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнче кăларнă 177-мĕш указĕпе килĕшỹл-лĕн 2021 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 7-мĕшĕччен апат-çимĕçпе çыхăнман мĕн пур суту-илỹ объекчĕсене (автозаправкăсемсĕр, автомашинсен юсав пайĕсене, куçлăх, линза сутакан, ритуал çăмăллăхĕсем паракан магазинсемсĕр пуçне) вăхăтлăха ĕçлеме чарнă.

Çавăн пекех асăннă тапхăрта парикмахерскисемпе илемлĕх салонĕсен, мунчасен, уçă вырăнти аттракционсен, ятарлă çăмăллăхсем паракан суту-илỹ объекчĕсен (вăл шутра телефонпа, планшетпа çыхăннисем те), 150 тăваткал метртан кая лаптăклă обществăлла апатлану предприятийĕсен ĕçне те чарнă. Тĕп сăлтав - республикăра, çавăн пекех пирĕн район территорийĕнче те коронавируспа çыхăннă санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ япăхланни, чир сарăлса пыни.

Çакна та палăртса хăвармалла. Ĕçлеме чарман мĕн пур обществăлла апатлану предприятийĕсен апат-çимĕçе киле, организацисене илсе çитерме май пур.

2021 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ятарлă хушу кăлариччен йывăр чирпе аптрама пултаракан граждансен килтен тухмалла мар режима (самоизоляцие) пăхăнма тивĕ. Çак ушкăна 60 çултан аслăрах, коронавирусран прививка тунине ĕнентерекен сертификат, медицина организицийĕнчен панă справка е юлашки ултă уйăхра COVID-19 чирĕпе чирлесе ирттернине çирĕплетекен документ çуккисем кĕреççĕ.

Ноябрĕн 1-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынипе район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе, мобильлĕ ушкăн членĕсемпе, Роспотребнадзор тата полици представителĕсемпе канашлу иртрĕ. Унта район администрацийĕн ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Григорий Каллин Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕпе килĕшỹллĕн 2021 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 7-мĕшĕччен суту-илỹри, обществăлла апатланури, ытти тĕлĕшпе йышăннă чарусемпе, Патăрьел районĕнчи çак тĕллевпе пурнăçлама палăртнă ĕçсемпе паллаштарчĕ.

Вăхăтлăх чару вăхăтĕнче районти обществăлла апатлану предприятийĕсенчен Патăрьелĕнчи "Нива" кафене, Тутар Сăкăтĕнчи тата Анат Туçари закусочнăйсене ĕçлеме чарнă. Вĕсен пурин те апатланакансене тивĕçтерекен зал 150 тăваткал метртан сахалтарах. Çав вăхăтрах ĕçлеме ирĕк илнĕ "Идель", "Салам", "Шерхан", "Аделия", "Самурай-21", "Пегас", "Версаль", кафе-бар "Браво", Турханти тата Первомайскинчи обществăла апатлану предприятийĕсенче мĕн пур йĕркене çирĕп пăхăнса ĕçлеме тивĕ. Вĕсене çỹрекенсен чăн малтанах коронавирусран прививка тунине ĕнентерекен QR-код, ПЦР тест е юлашки ултă уйăхра ковидпа чирлесе ирттернине çирĕплетекен справка кирлĕ. Унсăр пуçне маска режимне, дистанцие пăхăнасси, дезинфекци хатĕрĕсемпе усă курасси те тĕп вырăнта пулмаллине çивĕчлетрĕ хăйĕн сăмахĕнче Григорий Николаевич.

Коронавирус чирĕнчен асăрханас тĕлĕшпе санитарипе эпидемиологи йĕркине пăхăнманнисен ячĕпе мобильлĕ ушкăн членĕсем акт, полици сотрудникĕсем протокол çырса айăплама та пултараççĕ.

- Мобильлĕ ушкăнсен тĕп тĕллевĕ - чару тапхăрĕнче граждансене йĕркене пăхăнманшăн штраф парасси мар, кирлĕ службăсем пĕр-пĕрне ăнланса, тухăçлă ĕçлесе, пĕрлехи вăйпа усал чире парăнтарсси, çынсен сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе ăнлантару ĕçĕсем ирттересси,- терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ыйтăва çивĕчлетсе.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



03 ноября 2021
08:48
Публикации
Поделиться