Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пушарта тăватă çыннăн пурнăçĕ татăлнă

2021 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнче ире хирĕç 2 сехетре Алманчă ялĕнче пушар тухнă. Ăна сỹнтерме пилĕк пушар машини хутшăннă. Шел, вăл синкерлĕ вĕçленнĕ, тăватă çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Çакăн хыççăн районти чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес, пушар хăрушсăрлăхĕпе йĕркипе тивĕçтерес енĕпе тимлекен комиссин черетсĕр ларăвĕ иртнĕ. Унта Раççей МЧСĕн Тĕп управленийĕн Чăваш Республикинчи начальникĕ Валерий Зеленин, Чăваш Республикинчи гражданла хỹтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру Патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Сергей Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, районта чрезвычайлă лару-тăру енĕпе тимлекен служба ертỹçисем, комисси членĕсем хутшăннă. Уйрăм хуçалăхра тухнă пушар тата вут-кăвартан асăрханас пирки район администрацийĕн ятарлă программăсен пай начальникĕ Г. Каллин, Алманчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Киргизов, район администрацийĕн çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес енĕпе тимлекен пай тĕп специалист-эксперчĕ Л. Комиссарова тухса калаçнă.

- Районти граждансене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес ыйту çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те çивĕч. Уйрăмах хальхи вăхăтра коронавирус пандемине пула çирĕплетнĕ ĕçлемелле мар кунсенче çынсен тимлĕ те асăрхануллă пулмалла. Ку тĕлĕшпе власть органĕсен, яваплă службăсен халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелле, вĕсемпе калаçусем ирттермелле,- тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов комисси ларăвне пĕтĕмлетнĕ май. Инкек куçа курăнса килмест. Çанталăк сивĕтсе пынă май пỹлĕме ăшăтакан приборсемпе, кăмакасемпе усă курнă чухне питĕ асăрхануллă пулмалла. Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх Алманчăри пушарăн сăлтавне пайăрлатас пирки вара специалист-экспертсем ĕçлеççĕ.

А. ЕГОРОВА

Авангард



03 ноября 2021
08:42
2021 год
Поделиться