Техника паха тупра, ăна упрар

Техника ĕмĕрне тăсас тесен ăна ĕçре тирпейлĕ тытмалла, çавăн пекех тивĕçлĕ условисенче упрамалла. Çак кунсенче ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем комбайнсене, кăкарса çỹремелли агрегатсене хĕле еплерех хатĕрленине район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов тата çак пайри Светлана Моисеева специалист-эксперт, Патшалăх техника надзорĕн районти инспекторĕ Илья Васильев тĕрĕслерĕç.

"Батыревский" пĕрлешỹре техникăна тимлĕх нумай уйăраççĕ, çĕнетсе пыма та тăрăшаççĕ. Кăçал çеç 5 трактор туяннă. Тырă выракан, выльăх апачĕ хатĕрлекен, çĕр улми кăларакан комбайнсене ятарлă хранилищĕне лартнă та ĕнтĕ. Ыттисене те ĕçрен пушанса пынă май çуса тасатса управа кĕртсе пыраççĕ.

- Кăкарса çỹремелли агрегатсене те çумăр, юр лекмен хуралтăна вырнаçтаратпăр. Хĕлле вара механизаторсем техникăна юсама пуçлаççĕ. Çакна валли ăшă гараж пур, - тесе пĕлтерчĕ пĕрлешĕвĕн тĕп инженерĕ В. Сельцов.

Комисси членĕсем "Исток" çĕр ĕç фирмин паркне те çитсе курчĕç. Кунта та техникăна тирпейлĕ тытаççĕ. Тырă выракан тата выльăх апачĕ хатĕрлекен комбайнсем урамрах тăраççĕ, анчах вĕсен кустăрмисене кăштах пушатса витсе хунă, çĕре ан лектĕр тесе хăмасем çине лартнă. Опрыскивателе, кăкарса çỹремелли ытти хатĕре Треньелĕнчи ангара кайса лартнă.

Хуçалăхра çĕнĕлĕхсене пурнăçа нумай кĕртнĕ. Гаража унччен кăмрăкпа хутнă пулсан халь газпа ăшăтаççĕ. Çĕр ĕç фирмин директорĕ Александр Илюткин пĕлтернĕ тăрăх, парк çывăх вăхăтра тата техникăпа пуянланмалла.

Çĕнĕ Ахпỹртри Евгений Мартышкин фермер та пурнăç таппипе тан утма тăрăшать. Кăçал вăл пĕрчĕллĕ культурăсене туса илнĕ чухне усă куракан техникăна çĕнетнĕ, çитес çул çĕр улми лартнă чухне кирлĕ пулаканнисене тимлĕх уйăрма палăртать. Çавăн пекех фермер хатĕр продукцие пĕчĕкрех хутаçсене виçсе тултаракан хатĕр те илме тĕллев лартнă.

Хĕлле усă курман техникăна гаража кĕртнĕ, вĕсен хушшинче субсидипе туяннă тăватă трактор та пур. Кăкарса çỹремелли хатĕрсем урамра лараççĕ, вĕсене пурне те брезентпа витсе хунă.

- Кăçал районта çĕнĕ 70 трактор туяннă, вĕсенчен 55-шне субсидипе илнĕ. Тырă выракан - тăватă, выльăх апачĕ хатĕрлекен тăватă комбайн тата хутшăннă. Техника хакĕ йỹнĕ мар, çавăнпа та кашнийĕн вĕсене упраса ытларах усă курассишĕн тăрăшмалла, - терĕ Илья Васильев парксемпе паллашнă май.

Комисси членĕсем "Тойсинская" çĕр ĕç фирминче те пулчĕç. Кунта та техникăна хĕл хăратмасть.

О. ПАВЛОВА

 Авангард



29 октября 2021
15:13
2021 год
Поделиться