Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спорт хыпарĕсем

Тĕнче Кубокне тивĕçнĕ

 Мускав хулинче тĕнче Кубокне çĕнсе илессишĕн "Корэш" енĕпе ăмăрту иртнĕ. Унта Раççей пĕрлештернĕ команди йышĕнче Шăнкăртамра çуралса ỹс- нĕ Ринас Садаров та тупăшнă. Раççей спорт мастерĕ вăл. 85 килограмм таранчченхи виçерисемпе кĕрешĕве тухса пирĕн ентешĕмĕр тĕнче Кубокне çĕнсе илнĕ.

Ринаса çак çул çине пĕрремĕш тăратаканĕ - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, Чăваш Енри "Корэш" федерацийĕн президенчĕ Ферид Чабатов.

 Футбола кăмăллакансем

 "Паттăр" стадионта шкул спартакиадипе килĕшỹллĕн вăтам шкулсенче вĕренекенсем хушшинче мини футболла выляс енĕпе ăмăрту иртнĕ. Унта 11 команда хутшăннă. Çивĕч тупăшура Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем (физкультура учителĕ Ф. Ахметов) çĕнтернĕ. Иккĕмĕшĕнче - Патăрьелĕнчи пĕрремĕш (А.Владимиров), виççĕмĕшĕнче - Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам (А.Клементьев) шкулсенче пĕлỹ пухакансем. Çĕнтерỹçĕсене дипломсем парса чысланă.

Раççей шайĕнче палăрнă

Мускавра Çамрăксен кĕрешỹ лигин кубокне çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа тупăшăва тухакансен турнирĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ. Унта 2009 çулта тата вĕсенчен каярах çуралнă ачасем явăçнă.

Ăмăртăва Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСКари ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уйрăмне çỹрекен Р.Тазетдинов та хутшăннă. Рамазан 38 килограмлă виçери 27 кĕрешỹçĕ йышĕнче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ, медальпе диплома тивĕçнĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



29 октября 2021
15:22
Хроника мероприятий
Поделиться