Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă хуравласан хăрушсăртарах

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ кăçал çăмăл мар лару-тăрура иртет. Çыруçăсен килтен-киле çỹреме, çынсемпе тĕл пулса калаçма тивет. Паллах, чирлемесĕр пулмасть. Çыравăн пĕрремĕш вунă кунĕнче республикăра 11 çыруçă коронавируспа чирленĕ, тепĕр 12-шĕ шăнса пăсăлнипе аптранă. Патăрьел районĕнче çырав ыйтăвĕсемпе ĕçлекен уполномоченнăй Ирина Чиркина хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ун пек тĕслĕхсем халиччен пулман. Анчах та çакă сыхăлăха çухатмаллине пĕлтермест. Октябрĕн 25-мĕшĕнче районти çыруçăсемпе тĕрĕслевçĕсем пурте ПЦР-тест тухнă. Ку таранччен килнĕ анализсем пурин те лайăх. Палăртса хăвармалла, хальлĕхе яваплă мероприятие республикăри 400 пин ытла çын хутшăннă. Пирĕн район çыннисен те ку енĕпе ăнланулăхĕ пысăк. Октябрĕн 27-мĕшĕ тĕлне халăхăн 65 проценчĕ çырава хутшăннă.

Алена Горшкова, районти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ:

 - Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ малалла пырать. Çак пĕлтерĕшлĕ пулăм коронавирус пандемийĕпе, хальхи вăхăтра ку тĕлĕшпе лару-тăру çивĕчленнипе тỹр килнĕрен çырава ытларах ниçта тухса çỹремесĕр, Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă пурнăçлани питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эпир Патăрьелĕнчи "Сказка" ача сачĕн коллективĕпе çапла турăмăр та. Пирĕн патра тăрăшакан 52 ĕçчен те çырава хутшăнчĕ, ыйтусене пурте Интернет çăмăллăхĕпе усă курса хуравларĕ. Хальхи вăхăтра усал чир малалла сарăласран сыхланас тĕллевпе çырава хутшăнмалли виçĕ мелрен çакă чи шанчăкли тесе шутлатăп, унта хутшăнма ĕлкĕрейменнисене те Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕн çăмăллăхĕпе усă курма сĕнетĕп.

Авангард



29 октября 2021
09:24
Поделиться