Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти повар - пĕрремĕш вырăнта

РАЙОНТИ шкулсенче ачасене вĕри те техĕмлĕ апатпа тивĕçтерес, столовăйра тăрăшакансен професси ăсталăхне ỹстерес тĕллевпе октябрĕн 11-19-мĕшĕсенче "Шкулти чи лайăх столовăй" Раççей конкурсĕн муниципаллă тапхăрĕ иртнĕ. Унта 11 вĕрентỹ учрежденийĕ хутшăннă.

Конкурс итогĕпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Мария Кирпичева повар пĕрремĕш вырăн йышăннă. Иккĕмĕш вырăнта Хирти Пикшикри вăтам шкулти Эльфия Яраханова, виççĕмĕшĕнче Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти Ангелина Шестакова поварсем.

Авангард



29 октября 2021
09:19
Хроника мероприятий
Поделиться