Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пушар çулла та, хĕлле те кăтартать типшар

 ВУТ-ÇУЛĂМПА çыхăннă инкек çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те хăрушă, пысăк тăкакпа та çыхăннă. Çавăнпа та кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта çурта ăшăтнă, мунча хутнă чухне уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх çак кунсенче çеç Нăрваш Шăхалĕнчи пĕр çуртра кĕске замыкани сăлтавĕпе кил хуçисем чутах пысăк инкек курман, Тури Туçара арçыннăн явапсăрлăхне пула (чикарккă тĕпне пăрахса хăварнă) сарайĕнчен пушар тухнă.

Районта çулталăк пуçланнăранпа 48 пушара шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра вутпа çыхăннă 55 тĕслĕх пулнă.

Авангард



26 октября 2021
10:00
2021 год
Поделиться