Право хуралĕн сотрудникĕсем - шкулсенче
РЕСПУБЛИКĂРА "Полици тата ачасем" акци пынă май районти полици тата прокуратура сотрудникĕсем Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп тата Туçари вăтам шкулсенче пулнă, çул çитмен ачасем обществăлла вырăнта, Интернет тетелĕпе усă курнă чухне саккунлăха пăхăнмаллине çивĕчлетнĕ, экстремизмпа ксенофобинчен, наркотикран асăрханмалли пирки калаçнă. Кун пирки хаçат редакцине район прокурорĕ Андрей Афанасьев пĕлтерчĕ.
Авангард