Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кивĕ Ахпỹртри çамрăк инспекторсем республика чысне хỹтĕленĕ

 КИВĔ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти çамрăк инспекторсен команди кăçал Чăваш Республикинче йĕркеленĕ "Хăрушсăрлăх кустăрми" ("Безопасное колесо") слетран призер пулса таврăннăччĕ. Октябрĕн 5-18-мĕшĕсенче вара Пĕтĕм Раççейри ачасен "Смена" центрĕнче çул-йĕр куçăмĕнчи çамрăк инспекторсен пысăк слечĕ иртнĕ. Тĕрлĕ регионтан, çĕршывран хутшăннă командăсем хушшинче Чăваш Ен чысне шăпах Кивĕ Ахпỹртри ЮИД членĕсем хỹтĕленĕ. Команда чысĕшĕн Арина Каргина, Сергей Плешков, Данил Гаврилов, Ангелина Осипова кĕрешнĕ. Тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса А. Каргина "Çамрăк инспекторсен вице-мисĕ-2021" хисеплĕ ята çĕнсе илнĕ.

Авангард



22 октября 2021
10:26
Хроника мероприятий
Поделиться