Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çыруçăсем ĕçе пикенчĕç

 Октябрĕн 15-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пуçланчĕ. Октябрĕн 18-мĕшĕнче вара çыруçăсем килĕрен киле çỹресе çынсенчен ыйтса пĕлме тытăнчĕç.

 Çавăн пекех ыйтусене Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă та хуравлама пулать. Тата стационарлă çырав участокĕсемпе нумай функциллĕ центрсенче те халăха йышăнаççĕ. Патăрьел районĕнче çак тĕллевпе 10 участок йĕркеленĕ. Вĕсем кану кунĕсемсĕр 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен ĕçлеççĕ. Районта çырав ыйтăвĕсемпе ĕçлекен уполномоченнăй Ирина Чиркина хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх çыруçăсем хальлĕхе 1500 ытла хуçалăха çитме ĕлкĕрнĕ, 4500е яхăн çынпа тĕл пулнă.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



22 октября 2021
10:29
Поделиться