Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ентешĕмĕрĕн фильмне Стамбулта хакланă

КИВĔ Ахпỹртре çуралса ỹснĕ Марина Карягина тележурналист Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн пысăк мăнаçлăх. Чăваш сăвăçи, прозăçи, драматургĕ творчество каçалăкĕнче тăвакан çитĕнĕвĕсем савăнтарсах тăраççĕ. Акă, нумай пулмасть тележурналистăн, сценаристăн режиссер пулса хатĕрленĕ, куракан патне тăватă чĕлхепе çитнĕ "Çăлтăр витĕр çул курăнать" фильмĕ Стамбулта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери кинофестивальте иккĕмĕш вырăна тухнă. Фильма ỹкерес тĕлĕшпе пысăк ушкăн (вунă çын ытла) тăрăшнă.

Авангард



22 октября 2021
10:23
Поделиться