Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Алмаз Юнусов участковăй - конкурс призерĕ

РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн участковăйĕ Алмаз Юнусов Раççейри "Халăх участковăйĕ-2021" онлайн-сасăлав конкурсăн республикăри тапхăрне хутшăнса виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Полици лейтенанчĕ Пăлапуç Пашьел тата Ишлĕ ял тăрăхĕсен участковăйĕ шутланать. 26 çулхи çамрăк йĕрке хуралçи хăйĕн тивĕçне тỹрĕ чунпа тата кăмăлтан пурнăçланине, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçленине палăртмалла. Алмаз Альбертовича çăмăл мар службăра ăнăçу, çитĕнỹ сунатпăр.

Авангард



22 октября 2021
10:24
2021 год
Поделиться