Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ технологисене çул параççĕ

 Аслă Чементи вăтам шкулта "Точка роста" центр уçăлчĕ. Çак ятпа йĕркеленĕ мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Аслă Чемен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Чегаев тата ыттисем те хутшăнчĕç.

"Ял территорийĕсенче çакнашкал центрсем уçни çитĕнекен ăрăва кирлĕ шайри вĕрентỹ программипе интересленсе алла илме, мĕн вĕреннине практика шайĕнче çирĕплетме май пани питех те пĕлтерĕшлĕ",- тесе палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.

 Ачасем мастер-классем ирттернĕ хыççăн Рудольф Васильевич вĕсене пурнăçра тата йăлара мĕнле усă курма май пулнипе интересленчĕ. Çитĕнекен ăру çухалса каймарĕ, тулли те кăсăклă хуравсем пачĕ.

 "Точка роста" ĕçне Надежда Зотовăпа Надежда Квасова пуçаруллă педагогсем йĕркелесе пыраççĕ. Вĕсем ку енĕпе маларах дистанциллĕ ăс пухса ачасен пĕлỹ илес ăсталăхне çуратма пултараççĕ.

Педагогика ĕçченĕсемпе вĕренекенсем усă курмалли вĕрентỹ ĕç хатĕрĕсемпе паллаштарчĕç. Çĕнĕ йышши оборудованисен пулăшăвĕпе физика, хими, биологи предмечĕсене тĕплĕн алла илме пулать. Лаборатори ĕçĕсем ирттерме меллĕ. Центр ертỹçи Надежда Зотова вĕрентỹ процесне йĕркеленипе, пур оборудованисемпе, профильлĕ кабинетсемпе паллаштарчĕ.

"Проекта пурнăçа кĕртнĕ май эпир нумай çĕннине тата интереслине кĕтетпĕр. Ачасен вĕренỹ пахалăхне ỹстерме пулăшатех",- терĕ шкул директорĕ Наталия Адидатова регион, район ертỹçисене ял ачисемшĕн çакнашкал майсем туса панишĕн тав туса.

 "Точка роста" ачасене ушкăнпа ĕçлеме те хăнăхтарать. Çавна май пĕрлехи тĕрлĕ конкурса явăçма май парать",- терĕ район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, -Центрсем "Вĕрентỹ" наци проекчĕн "Ку чухнехи" федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн йĕркеленеççĕ. Маларах вĕсенче информатика, технологи, ОБЖ енĕпе пĕлỹ илме май пурччĕ.

Халĕ физика, биологи, хими предмечĕсемпе те. Халĕ район территорийĕнче 8 вăтам шкулта çакнашкал центрсем ĕçлеççĕ. Çавăн пекех кăçал тата икĕ пĕлỹ çуртĕнче уçма палăртнă.

А. ИВАНОВА

Авангард



19 октября 2021
14:32
Хроника мероприятий
Поделиться