GR-код илес тесен

Коронавирусран пĕрремĕш прививка тутарсан 5 кун хушшинче Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнчи харпăр хăй кабинетне çакăн çинчен пĕлтерни килет. Электрон сертификатпа иккĕмĕш прививкăна тунă хыççăн унпа усă курма пулать. Ăна тупас тесен вакцинаци çинчен пĕлтернĕ çырăва уçса "Дневника куçас" йĕркене е "Манăн сывлăх" пая кĕрсе "COVID-19 тĕпчевĕсемпе иммунизаци пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен" йĕркене пусмалла. Патшалăх пулăшăвĕсен мобильлĕ хушăмĕпе усă куратăр пулсан, "Пулăшусем" пайра "COVID-19"-тан вацинациленесси" кнопкăна пусмалла е шыравра "сертификат" сăмаха шырамалла. Сертификата хут çине пичетлесе кăларма е GR-кода телефон çине скрин туса сыхлама май пур. Енчен те эсир Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче регистрациленмен, анчах та вакцина яртарнă пулсан, больницăран çакна ĕнентерекен справка илмелле.

Сирĕн коронавирус çуккине ПЦР-тест урлă çирĕплетнĕ пулсан, çак справкăпа виçĕ талăк хушши социаллă культура тытăмĕнчи объектсене тата общество апатланăвĕн заведенийĕсене кĕрсе çỹреме пултаратăр.

Енчен те эсир юлашки 6 уйăхра коронавируспа чирлесе ирттернĕ, çакăн çинчен сире диагноз лартнă пулсан, Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнчи харпăр хăй кабинетĕнче çакна ĕнентерекен справка пулать. Ăна çỹлерех çырса кăтартнă пек "Манăн сывлăх" пая кĕрсе илмелле.

Авангард



19 октября 2021
14:35
Публикации
Поделиться