Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пушар хăрушсăрлăх ыйтăвне сỹтсе явнă

 Раççей МЧСĕн Тĕп управленийĕн Чăваш Республикинчи начальникĕн çумĕ, надзор тата профилактика управленийĕн начальникĕ Николай Петров полковник çак кунсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă май район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тата унăн çумĕпе - строительство, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕпе Равиль Ямалетдиновпа, районти пушар надзорĕн начальникĕпе Андрей Тукмаковпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ калаçу вăхăтĕнче вăл халăхпа, организаци-предприятисенче кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра хатĕрленсе пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнас тĕллевпе туса ирттернĕ профилактика мероприятийĕсемпе паллашнă. Çавăн пекех ирĕклĕ пушар дружинисен, пушар деповĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе те кăсăкланнă.

(Хамăр корр.)

Авангард



15 октября 2021
10:28
2021 год
Поделиться