Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Куравран – медальсемпе

 Мускав облаçĕнчи "Патриот" паркра октябрĕн 5-8-мĕшĕсенче "Ылтăн кĕркунне - 2021" курав иртнĕ. Мероприятие Чăваш Ен делегацийĕн йышĕнче Патăрьел районĕнчи ял хуçалăх таварне туса илекенсем те хутшăннă. Çĕршывăн тĕп хулинчен вĕсем пушă алăпа та килмен. Район "Ял территорийĕсен комплекслă аталану сферинче пысăк çитĕнỹсем тунăшăн" конкурсри "Ял территорийĕсене комплекслă аталантарассине йĕркеленĕ чи лайăх муниципалитет" номинацире пăхăр медале тивĕçнĕ.

Решит Санзяпов фермера "Пысăк пахалăхлă апат-çимĕç продукцине туса илнĕшĕн" конкурсра лаша какайĕн аяк пĕрчине пĕçерсе тĕтĕмленĕшĕн, лаша какайне пĕçерсе тĕтĕмленĕшĕн, "Конская", "Кнут", "Печеночная" колбасасемшĕн, лашаран, ĕне-выльăх какайĕнчен тунă тушенкăсемшĕн, çăра хăймашăн, кăртшăн ылтăн медальсемпе - пурĕ 9 - чысланă. Сăмах май, ытти çулсенче те куравра фермер хуçалăхĕнче хатĕрлекен продукцисене пысăка хурса хакланă.

О. ПАВЛОВА

Авангард



14 октября 2021
08:45
2021 год
Поделиться