Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ылтăн, изумруд, кевер туйĕсене паллă тăвĕç

РАЙОНТА кĕр мăнтăрĕпе юбилейлă туй ирттерекенсем сахал мар. Октябрь уйăхĕнче çеç Тутар Сăкăтĕнчи Хасиятуллапа Асия Алиулловсем, Çĕньялти Алексейпе Галина Езюковсем, Татмăшри Петрпа Антонина Головинсем, Анат Туçари Георгийпе Лидия Кошкинсем ылтăн туйĕсене паллă тăваççĕ. Мăшăрсем аллă çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ, йышлă ача çуратса ỹстернĕ.

Çак уйăхрах пилĕк çемье изумруд туйне (пĕрлешнĕренпе 55 çул) паллă тăвĕ. Туçари Геннадийпе Галина Овчинниковсене, Патăрьелĕнчи Тальгатпа Гельшире Шакуровсене, Патăрьелĕнчи Владимирпе Валентина Уруковсене тата Алексейпе Маргарита Крючковсене, Ыхра Çырминчи Шейдуллапа Сания Даутовсене çывăх çыннисемпе тăван-пĕтенĕ паллă пулăмпа саламлĕç. Вăтаелĕнчи Иванпа Мария Захаровсем, Пỹртлĕри Вениаминпа Анна Шерняевсем вара мăшăр пурнăçпа тата ытларах, 60 çул (кевер туй) пурăнаççĕ.

Авангард



12 октября 2021
08:42
2021 год
Поделиться