Туслăх пытăр ĕмĕре

Район администраци- йĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пыракан делегаци октябрĕн1-3-мĕшĕсенче Крым Республикинчи Бахчисарай районне çитсе курнă. Депутатсенчен, район администраци- йĕн пуçлăхĕн çумĕ- сенчен, структура подразделенийĕсен пай начальникĕсенчен, учреждени ертỹçисенчен тăракан ушкăн Бахчисарай районĕ 100 çулхи юбилейне паллă тунă çĕре хутшăннă.

Ĕçлĕ çул çỹревре делегаци 2021 çулта Песчаное ялĕнче хута янă ача садне тата Маловидноери вăтам шкула çитсе курнă. Вĕсенче вĕренекенсене вĕри апатпа тивĕçтерессипе, кадр ыйтăвĕпе, çитĕнекен ăрăва воспитани панă чухнехи çĕнĕ мелсемпе кăсăкланнă. Рудольф Васильевич Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи маттур та пултаруллă, олимпиадăсемпе конкурссенче çĕнтернĕ, стипендисене тивĕçнĕ вĕренекенсене Бахчисарайĕнчи ачасен сывлăхне çирĕплетмелли лагерьсене ярса хавхалантарасси пирки те сăмах хускатнă.

Патăрьелсем культура учрежденийĕсен ĕç-хĕлĕпе те паллашнă май икĕ ялти клуба çитсе курнă. Çавăн пекех Бахчисарай районĕнчи историлле, туристсем валли çĕнетнĕ вырăнсенче пулнă, туризма аталантарас ыйтупа интересленнĕ. "Крым халăхĕн çĕкленỹ çулĕ" мемориал комплексĕ пурне те тыткăнланă. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Крым халăхне ирĕксĕрлесе ют тăрăха ăсатнине халалланă. Патăрьелсем иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче хур курнă Крым халăхне сума суса лартнă стела патне чечексем хунă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕн, авиацин генерал-майорĕн Иван Вилин палăкĕ умĕнче те пулнă.

Бахчисарай район бюджетне тупăш кĕртме промышленность, ял хуçалăх, суту-илỹ, туризм пулăшаççĕ. "Стройиндустри" комбинат тата акшар чулне кăларакан Альмински завод чи пысăк предприятисенчен пĕрисем. Ял хуçалăхĕнче ытларах пахча çимĕç, виноград туса илессипе, сад ĕрчетессипе тăрăшаççĕ.

Картишсен территорийĕсене хăтлăх кĕртесси, ача-пăча лапамĕсем тăвасси пирки те ĕçлĕ çул çỹревре кăсăкланнă. Çỹп-çап пухакан вырăнсене тытса тăрасси, обществăлла территорисене тирпейлесси Бахчисарайĕнче пурăнакансене те хумхантарать, çавна май пĕрлехи вăйпа ку ыйтăва татасси пирки те калаçнă.

Çул çỹревĕн тĕп тĕллевне те пурнăçланă: Крым Республикинчи Бахчисарай районĕпе Патăрьел районĕ пĕрле ĕçлесси пирки килĕшỹ çырнă.

"Пĕрлехи вăйпа хамăр умма лартнă тĕллевсене пурнăçлама, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, районсем, предприятисемпе предпринимательсем хушшинчи çыхăнăва йĕркелеме пултаратпăр", - тесе палăртнă муниципалитет пуçлăхĕсем.

(Хамăр корр.).

Авангард



08 октября 2021
10:06
Поделиться