Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чыслав ĕçре хавхалану кỹтĕр

Пăлапуç Пашьелĕнчи кану паркĕнче Вĕрентекен кунне халалланă уяв иртрĕ. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ирина Максимова, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Петр Ларев, вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Светлана Елагина, общественность представителĕсем, вĕрентỹ учрежденийĕсен педагогика коллективĕсем хутшăнчĕç.

Вĕрентекенсене професси уявĕ ячĕпе Рудольф Селиванов саламларĕ, тăрăшуллă ĕçшĕн, тĕрлĕ конкурспа мероприятинчи çитĕнỹшĕн тав турĕ, сывлăх, ĕçре ăнăçусем сунчĕ.

"Учитель кашни çын пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнать",- терĕ сăмах илсе Ирина Максимова. - Педагогсене савăк кăмăлпа тăрăшуллă вĕренекенсем сунчĕ.

Уява хутшăннисене саламланă май Петр Ларев вĕренекенсен юратăвĕ вĕсене малашнехи ĕçре вăй кĕрттĕр, терĕ.

Ирина Рубцова вĕрентекенсене кулленхи йывăр ĕçшĕн тав туса кашни учителĕн çитĕнĕвĕ вĕрентỹ системине ăнăçу кỹнине палăртрĕ, сывлăх, телей, çĕнĕ çитĕнỹсем сунчĕ.

Светлана Елагина пухăннисене саламланă май вĕрентекенсĕр малашлăх çуккине палăртрĕ.

Чи пултаруллă педагогсемпе вĕренỹ организацийĕсен ĕçченĕсем тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе дипломсене тивĕçрĕç.

А. ИВАНОВА.

Авангард



08 октября 2021
09:58
Хроника мероприятий
Поделиться