Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тивĕçлĕ документсемсĕр сутаймăн

Патăрьелĕнчи бизнес-инкубаторта ял хуçалăх таварĕ туса илекенсемпе канашлу иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов тата Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕнчи Россельхознадзор управленийĕн ертỹçин çумĕ Николай Романов ертсе пынă. Мероприятинче вăрлăх сухана çĕршыв тулашне сутма ăсатнă чухне кирлĕ документсене тивĕçлĕ шайра тăвасси, вăрлăх пахалăхĕн декларацине тĕрĕс хатĕр- лемелли йĕрке пирки калаçнă.

Сухан-севока Раççей тулашĕнче реализацилес тесен ют çĕршыв ыйтнисене, Еврази Канашĕн экономика комиссийĕ çирĕплетнĕ йышăнупа килĕшỹллĕн, пурнăçламалла. Çавăнпа та продукцие малтан Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи Россельхознадзор управленийĕнче тĕрĕслеттермелле. Хăш çĕршыва турттарса кайма палăртнине кура тата карантинти объектсем çуккине çирĕплетекен тивĕçлĕ документ валли экспертиза лабораторине илсе килмелле.

(Хамăр корр.)

Авангард



05 октября 2021
12:18
2021 год
Поделиться