Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Выльăхсене хĕл ан хăраттăр

Çулленех ял хуçалăх предприятийĕсенчи, фермер хуçалăхĕсенчи фермăсенче сивĕ кунсене кĕтсе илме мĕн-мĕн тунине пăхма, çитменлĕхсене палăртма ятарлă "Куснар" ("Малалла" тата "Первомайски" хуçалăхсем пулнă малтан) хуçалăх фермине тĕпрен юсаса çĕнетме пикеннĕ. Кунта паянхи условисемлĕ витесем тума палăртнă. Ял хуçалăхĕнче чи çивĕч ыйту вăл - кадрсем çитменни. Дояркăсем, скотниксем кăна мар, тĕп специалистсем те çук. Фермер хуçалăхĕсенче çавна май выльăх хăçан йăхнине, пăрланине шута илессине тивĕçлĕ шайра комисси çула тухать. Кăçал сентябрĕн 22-24-мĕшĕсенче рейд иртрĕ.

Выльăхран продукци илес тесен пахалăхлă апат хатĕрленипе пĕрлех витесене те хĕле валли тивĕçлĕ шайра хатĕрлемелле. Пĕтĕмĕшле илсен хуралтăсен 80-85 процентне юсаса пĕтернĕ. "Исток", "Батыревский", "Красное Знамя", "Труд", "Кзыл Камыш" хуçалăхсенче, Э. Солдатова, А. Лялькин, Ф. Земдиханов фермер хуçалăхĕсенче шурă юр паян çусан та хăрамаççĕ. Витесенче ăшă, таса, санитари нормисене пăхăнса стенасене шуратса дезинфекциленĕ. Пăрусем тăракан пỹлĕмсенче те тирпейлĕ. Чир-чĕртен сыхланса тивĕçлĕ йышăнусем тунă. Территоринче те çум курăк çук. Пушар хăрушсăрлăхне пăхăнса ятарлă щит çакнă. Вут сỹнтермелли хатĕре те çĕнетсех тăраççĕ. Ĕçлекенсене те тумпа тивĕçтереççĕ. Канма, тăхăнмаллисене улăштарма пỹлĕмсем туса панă. Вĕсенчен ыттисен тĕслĕх илмелĕх пур.

Шел пулин те, хăш-пĕр хуçалăхра строительство ĕçĕсене пуçăннă кăна. Анат Туçари "Звезда" ял хуçалăх производство кооперативĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Ферма йĕри-таврашĕнче те çум курăк çитĕнет. Сăмах май, иртнĕ çул та çак ỹкерчĕкехчĕ. Кивĕ Катекри А. Бухарин, Шăнкăртамри Р. Бикчурин фермер хуçалăхĕсен витисенче санитари кунĕсене йĕркелеменни тỹрех сисĕнчĕ. Первомайскинчи А. Никитин фермерăн та хĕле кĕриччен вите территоринче тирпейлемелли çителĕклех.

Анат Чакăри С. Елисеев иртнĕ çул гранта тивĕçнĕччĕ, унпа çĕнĕ вите тунă. Урайне бетонпа сарса хытарнă, апат памалли вырăн пур. Çывăх вăхăтра объект ĕне-выльăха йышăнма хатĕр пулать.

Пăлапуç Пашьелĕнчи В. Раськин фермер пĕлтĕр 50 ĕне-выльăх усрамалăх хуралтă хута янăччĕ. Çулталăкра улшăнусем тата пур. Ĕçлекенсене канма, тум улăштарма ятарласа çурт тунă. Çамрăк пăрусем тăракан вырăнсенче те тирпейлĕ. Вут-çулăма хирĕç кĕрешмелли япаласене çакмалли щит çукчĕ, ăна çак кунсенчех тума шантарчĕç.

Районта качака ĕрчетессипе пĕртен-пĕр фермер - С. Халитова - ĕçлет. Вăл Пăлапуç Нурăсра вырнаçнă. Кунта 1500 ытла выльăх, унтан 1002-не сăваççĕ. Сĕте Удмуртие ăсатаççĕ. Фермăра юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Качака путеккисене валли тата хушма пỹлĕмсем тунă. Çу каçа хатĕрленĕ утта хранилищĕне упрама хунă, сенаж та çителĕклĕ.

Çывăх вăхăтра Ишлĕ ял территоринче тата тепĕр объект хута каймалла. В. Васильев фермер илнĕ грантпа унччен сысна ферми пулнă тĕлте вăкăрсем самăртма çĕнĕ хуралтă тунă. Урайне бетонтан сарнă тата транспортер вырнаçтармалла.

Строительство материалĕсем хакланни ял хуçалăх ĕçченĕсен умне те йывăрлăх кăларчĕ. Фермерсем çавна пула кăçал палăртнă юсавсене пурне те пурнăçлайманнине пăшăрханса пĕлтерчĕç. Хирти Пикшикри Р. Чемеров та çакнах палăртрĕ. Вăл хуралтă тăррине улăштарнă, урайне çĕнетнĕ, стенасене шуратнă. Именкассинчи Шарафутдиновсем хĕле валли хатĕрленсе пыраççĕ. туса пымаççĕ. Ăратлăхпа ĕçлеменни те продукци илнĕ çĕрте витĕм кỹ- рет. Паян сахал йышпах пысăк тупăш илме вĕренмелле, унсăрăн май çук.

В. ЛЬВОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ- экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ.

П. ЕФИМОВ, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци начальникĕ.

Э. РАФИКОВА, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп специалисчĕ.

О. ПАВЛОВА, "Авангард" хаçатăн журналисчĕ.

Авангард



28 сентября 2021
15:52
2021 год
Поделиться