Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Светлана Кудрявцева район карттине тĕрленĕ

Чăваш тĕррин историйĕ пуян, вăл пиншер çул каяллах пуçланнă. Чăваш Республикин Культура министерствин, Чăваш Наци музейĕн тата "Паха тĕрĕ" фирмин пуçарăвĕпе кăçалхи Республика кунĕнче _ июнĕн 24-мĕшĕнче - "Тĕрĕллĕ Чăваш Ен" халăх акцине ирттернĕ. Унта районсенчи алă ăстисем Чăваш Енĕн культура пĕрлĕхне кăтартакан республика карттине пир татăкĕ çине тĕрлĕ тĕслĕ çиппе тĕрлесе ăсталанă картинăсене тăратнă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи алă ăстисен пĕрлешĕвĕн мастерĕ, Патăрьелĕнчи тĕп вулавăшри "Мастерица" клуб членĕ Светлана Кудрявцева ( акцие хутшăнса Патăрьел районĕн ытарлă вырăнĕсене сăнлакан карттăна пир çине çипсемпе ỹкернĕ. Унăн творчество пултарулăхне тĕп хуламăрта ноябрĕн 26-мĕшĕнче иртекен Чăваш тĕррин кунĕнче пахалĕç.

А. НИКОЛАЕВА.

Авангард



28 сентября 2021
15:45
Поделиться