Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Депутатсем паллă

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе сентябрĕн 23- мĕшĕнче ирттернĕ канашлура коронавирус пандемине пула виçĕ куна тăсăлнă сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă.

Суйлавçăсен хастарлăхне илес тĕк - вăл Юхмапа Пăла тăрăхĕнче самай пысăк. Списока кĕртнисенчен 21541 сасăлава хутшăннă (85,17 процент). Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин суйлавне илсен партисен кĕрешĕвĕнче "Пĕрлĕхлĕ Раççей" çĕнтернĕ - уншăн суйлавçăсен 51 процент ытла сасăланă. Иккĕмĕш вырăна сасăсен 21,23 процентне пухса коммунистсем йышăннă. Унтан - "Тĕрĕс Раççей" (9,61 процент), либерал-демократсем (4,48 процент), "Çĕнĕ çынсем" (2,15 процент).

Пĕр мандатлă 37-мĕш Канаш суйлав округĕнче "Тĕрĕс Раççей" парти представителĕ Анатолий Аксаков мала тухнă - районти суйлавçăсен 53,69 проценчĕ хăйсен сассисене уншăн панă.

Пĕр мандатлă 2-мĕш Патăрьел суйлав округĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулма "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти членĕ Олег Мешков суйланнă, уншăн районти суйлавçăсен 56,05 проценчĕ сасăланă. Парти списокĕпе "Пĕрлĕхлĕ Раççей" представителĕ Валерий Антонов (49,45 процент) депутат мандатне тивĕçнĕ.

Çавăн пекех пĕр мандатлă 19-мĕш Первомайски суйлав округĕпе район Пухăвĕн депутачĕ пулма Николай Романов, 3-мĕш Ишлĕ суйлав округĕпе Ишлĕ ял тăрăхĕн депутачĕ пулма Виктор Казеев, 11-мĕш Туçа суйлав округĕпе Туçа ял тăрăхĕн депутачĕ пулма Надежда Яковлева суйланнă. Вĕсем пурте "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти представителĕсем.

Рудольф Васильевич канашлăва пĕтĕмлетнĕ май суйлава хатĕрленсе тивĕçлĕ шайра ирттерсе ярас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçленĕшĕн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тав тунă.

А. ИВАНОВ.

Авангард



28 сентября 2021
15:54
Хроника мероприятий
Поделиться