Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Фермăсене хĕле хатĕрлеме вăхăт

Сивĕ кунсем çитнĕ май выльăх усракансемшĕн яваплă тапхăр пуçланать. Продукци илессине чакарас мар тесен ĕнесемпе пăрусене, сыснасене валли апат çителĕклĕ хатĕрленипе пĕрлех витесене те юсамалла, çĕрнĕ урай хăмисене, çĕмрĕлнĕ чỹречесене улăштармалла, ан чирлеччĕр тесен стенасене шуратса дезинфекцилемелле. Сăмах май, Юхмапа Пăла тăрăхĕ аш-какай тата сĕт туса илессипе республикăра малтисен шутĕнче.

Фермăсене хĕле кĕтсе илме мĕнле хатĕрленине пăхас, çитменлĕхсене тупса палăртас тĕллевпе ятарлă комисси йĕркеленĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов ертсе пырать. Йышра выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин начальникĕ Петр Ефимов, район администрацийĕн экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн специалисчĕсем, районти пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков (килĕшнĕ тăрăх), "Авангард" хаçат редакцийĕн сотрудникĕ (килĕшнĕ тăрăх) пур. Комисси членĕсем сентябрĕн 22-24-мĕшĕсенче районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен витисене çитеççĕ. Çавăн пекех вĕсем выльăхсен апат рационĕпе те кăсăкланаççĕ. Йыша упраса хăварас, продукци илессине ỹстерес тесен чĕлхесĕр янаварсене пахалăхлă çиме памалли каламасăрах паллă.

О. ПАВЛОВА

Авангард



21 сентября 2021
11:58
2021 год
Поделиться