Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сахăр кăшманĕ кăлараççĕ

"Исток" çĕр ĕç фирминче сахăр кăшманĕ 300 гектар йышăнать. Çак кунсенче ăна кăларма пуçланă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов хуçалăхри тымар çимĕç çитĕнекен уя çитсе курнă. Çĕр ĕç фирмин ертỹçи Александр Илюткин шăрăх та типĕ çанталăка пула сахăр кăшманĕн тухăçĕ пĕлтĕрхинчен пĕчĕкреххине, пĕр гектартан вăтамран 200 центнер тухнине пĕлтернĕ.

Район территорийĕнче хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем çĕр улми кăлараççĕ, кĕрхи культурăсене акаççĕ, çĕртме тăваççĕ.

Авагард



16 сентября 2021
11:01
Публикации
Поделиться