Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕмĕр пухнă пурлăх ан кĕллентĕрччĕ урăх

ВĂРĂ вăрлать те хăварать, пушар хыççăн нимĕн те юлмасть, теççĕ халăхра. Вут-çулăм яланах çын пурнăçĕшĕн те, пурлăхĕшĕн те хăрушлăх кăларса тăратать. Иртнĕ эрнере Патăрьелĕнчи Гагарин урамĕнче пурăнакан пĕр çемье шăпах "хĕрлĕ автана" пула мунчасăр тăрса юлнă. Пушар хуралĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, мунча алкумĕнче икĕ холодильник-арча вырнаçтарнă пулнă. Электропроводка юрăхсăррине пула инкек тухнă.

Вут-çулăмпа кĕрешекенсем яланах асăрхануллă пулмаллине, электричествăпа çыхăнтарнă хатĕрсем куç умĕнче пулмаллине тепĕр хут аса илтереççĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа районта 42 хутчен пушар сỹнтерме тивнĕ, 2020 çулта ку кăтарту 48-па танлашнă. Инкек ытларах чухне вут-çулăмпа асăрханусăррипе тата электрохатĕрсем юсавсăррине пула тухнă.

Авангард



16 сентября 2021
10:59
2021 год
Поделиться