Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хĕвелçаврăнăш çитĕнтерни – тупăшлă

 Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем тупăш кĕртес тĕллевпе юлашки çулсенче хĕвелçаврăнăш акса çитĕнтерме пуçларĕç. Кăçал ăна 711 гектар никĕсе хывнă. Тухăçа пухса кĕртмелли вăхăт çитсе пынă май "Колос" çĕр ĕç фирми, Илнарпа Илдуз Ямалетдинов фермерсем культурăн вăрлăхĕ пĕр пек пиçсе çиттĕр тесе десикаци тунă. Çакна валли ятарласа самолет чĕнсе илнĕ. Ĕçе пурнăçланă хыççăн 7-8 кунтан комбайнсене хире кăлараççĕ.

О. ПАВЛОВА



16 сентября 2021
11:04
Публикации
Поделиться